09 июля 2011 г.
Хăш-пĕр ÿсен-тăран теприне тÿсме те пултараймасть. Сăмахран, томат, купăста, спаржа, фасоль, ешĕл культурăсем кÿршĕ пулнине юратать пулсан, кольрабипе фенхеле «тÿсме пултараймасть».
Хăяр купăстана, томата, фасоле, пăрçапа çарăка «хисеплет», анчах çĕр улмипе тутă кĕртмелли культурăсене «тăшман вырăнне шутлать».
Кишĕр пуçлă суханпа, шалфейпа, çулçăллă салатпа, пăрçапа юнашар ÿсме юратать.