АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕчĕк улшăну та Çĕр çинчи пурнăçа пĕтерме пултарать

09 июля 2011 г.

«Çĕр пĕр çаврăмпа çаврăнмасть. Çав вăхăтра вăл çĕр çулта пĕр пин çеккунт ытла та çухатмасть. Енчен те Çĕр Хĕвел патне 10 процент çывăхрах пулнă пулсан, эпир çунса кайса кĕл пулаттăмăрччĕ. Енчен те 10 процент аякарах пулнă пулсан – шăнса вилеттĕмĕрччĕ. Çĕр хăйĕн тавра кирлĕ хăвăртлăхпа çаврăнать. Пĕчĕк пĕлтерĕшлĕ улшăнусем Çĕр çинчи пурнăçа пĕтерсе хума пултараççĕ», – тет Америкăри Ульрих Джелинек конструктор. Вăл хăй мĕн каланине питĕ лайăх пĕлет. Чăнах та, паянхи куна пĕр инженер та планетăсем хăй йĕркипе вырнаçнине шутласа кăларман.

– Темиçе çул каяллах тĕпчевçĕсем çакна ăнлантарса панă. Енчен те гравитациллĕ, магнитлă тата ытти константăсем урăхла пулнă пулсан, нимĕнле атом та, галактика та йĕркеленмĕччĕ. Çынсем пирки калаçас та çук вара, – каласа парать вырăс философĕ тата наука ĕçченĕ Алексей Григорьев. – Ăнланма май паман тĕнчене тата çынна нумай тĕпчевçĕ Турă туса панă тесе шутлать. Тĕпчевçĕсем хăйсем мĕн пĕлнипех пур тĕнче тытăмĕн саккунĕсене ăнлантарса пама пултараймаççĕ. Космоса тĕпчекен ученăйсем темĕн чухлĕ кĕтменнине тата лайăххине уçнă, халĕ вара вĕсем «Турă çук» тесе калама пултараймаççĕ.

М. МАКСИМ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика