АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тирпейлĕхе хаклар

09 июля 2011 г.

Мартынкассинчи çынсен пĕр-пĕрин хушшинчи хутшăну тата ялти пурнăçа лайăхлатас, тирпей-илем кĕртес ыйтусем тахçантанпах тăраççĕ.

Хăш-пĕр кил хуçалăхсем умĕнче кирпĕчсем, бетон плитасем, вут-шанкăсем, пĕренесем нумай çул выртаççĕ. Тимĕр-тăмăр та тавралăха сăнсăрлатать. Обществăлла вырăнсенче никамран ыйтмасăр картасем тытаççĕ. Енчен те кашни çын çĕрпе хăйне кирлĕ пек усă курсан, ялта пушă вырăн та юлмĕччĕ.

Урамсем яланах таса, тирпейлĕ пулмалла. Чуччусене те ачасене валли харпăр хăй кил картинче лартмалла. Нивушлĕ ачасене валли кил хушшинче вырăн çук. Пурне те кăтартма урамра туса лартмалла мар. Çитменнине тата ача-пăча лапамĕнче çул тăваткалĕнче çинче майлаштараççĕ. Ку вара ачасемшĕн уйрăмах хăрушă.

Ялта тăван кĕтесрен ниçта та тухса курман çынсем те пурăнаççĕ. Мартынкассинче тĕпленнисем – ют хуласенче ĕçлесе пенси çине тухнисем тата хăйсем çуралса ÿснĕ ашшĕ-амăшĕн килне юлнисем.

Халăх таврана илем кĕртессишĕн тăрăшкалать, анчах та вĕсен хушшинче икĕ-виçĕ çын хăйсене ял хуçисем пек туяççĕ, хăш-пĕр ĕçсене пурнăçлама хирĕçлеççĕ.

Тирпейлĕхпе хитрелĕхшĕн кĕрешекенсене темĕн те пĕр каласа кÿрентереççĕ. Ман шутпа, çамрăклăха йĕркеллĕ ирттермелле, ватăлсан намăс ан пултăр.

Пĕр пенсионер ура тапсах «ку ялта эпĕ хуçа» тесе кăшкăратчĕ. Апла мĕншĕн ун ачисем хулара пурăнаççĕ;

Тепĕр кинемей тата çула кирпĕчсемпе картласа лартать. Ун пек тусан уйри шыв пĕвене анмасть тет. Шыв çулне вара пирĕн пÿртсем еннелле уçаççĕ. Çавна пула сарай çĕрсе кайрĕ. Çĕнни тума тиврĕ. Тасамарлăх ăçта каять-ши; Юнашарах çырма, пĕве. Çавна май ачасем çав пĕвене шыва кĕме каймаççĕ.

Çитменлĕхсем пирки калаçма пикенсен, тăшман пулса тăратăн. Çав кинемей хăйĕн хĕрĕпе Германине те кайса килчĕ. Ну, хăть вĕсен тасалăхне курчĕ, çавă лайăх.

Тепĕр кинемей пирĕн килти çĕре харпăрлăха илчĕ, веранда туса лартрĕ. Ыйтма вара хăю çитеймерĕ пулас.

Туслă пурăнмалла, ытти çынсен шухăшĕсене те шута илмелле. Ялĕнче пенсионерсем кăна тăрса юлнă. Урăх çĕртен куçса килнисем вара пĕтĕм хуçалăхĕпех выльăх усраççĕ. Çавна пулах ĕнтĕ Мартынкасси пĕтменни курăнать. Эпир яла килтĕмĕр те газ кĕртрĕмĕр, асфальтлă çул сартăмăр. Çапах та ял халăхĕ çак таранччен пурăнса та ял хапхи туса лартайман.

Халĕ пирĕн тĕллевре – пĕвесене тасатасси, ялта юпасем çинче çутă, ял варринче асфальтлă çул тăвасси.

Тен вырăнти тата район влаçĕсем пире тимлĕх уйăрĕç. Çакăн пек тирпейсĕрлĕхе кура, мĕн те пулин йышăнĕç-ши;

Çÿп-çап йăвантарса выртарнăшăн, таса марлăхшăн штраф тÿлеттермелле мар-ши; Хыççăн, тен,тирпейлĕ пурăнма пуçлĕç.

Ялта йĕркеллĕ, мирлĕ пурăнакан темиçе ватă çын пур. Вĕсем – вăрçăра пулнăскерсем. Чыс та мухтав вĕсене!

Юлашкинчен çакна каласа хăварас килет. Çын хăйĕн ăçта пурăнас килет, çавăнта пурăнать. Айтăр-ха саккуна пăхăнар, яла тирпейлĕ, илемлĕ, таса сăн кĕртер!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика