09 июля 2011 г.
Суд приставĕсен районти уйрăмĕнче Элĕк район сучĕ 2003 çулхи сентябрĕн 22-мĕшĕнче А.В.Андреевран çул çитмен ачине Алексей Андреевич Огурцова (2003 çулхи июнĕн 28-мĕшĕнче çуралнă) пăхса усрама алимент шыраса илесси пирки пурнăçламалли хут (исполнительный лист) пур.
Суд приставĕсен уйрăмĕ асăннă арçынтан алимент шыраса илессипе 2009 çулхи июлĕн 16-мĕшĕнче ĕç пуçарнă. Анчах та А.В.Андреев 2010 çулхи ноябрĕн 1-мĕшренпе алимент тÿлессинчен пăрăнать. Çакă кăçалхи январĕн 11-мĕшĕ тĕлне парăм пухăнса кайнинчен те курăнать.
РФ Çемье Кодексĕн 80-мĕш статйипе килĕшÿллĕн ашшĕ-амăшĕн çула çитмен ачисене пăхса усрамалла. Ку енĕпе А.В.Андреев законодательствăна пăхăнмасть.
Çемье Кодексĕн 115-мĕш статйин 2-мĕш пункчĕпе килĕшÿллĕн суд решенийĕ тăрăх алимент тÿлекен айăпĕпе парăм пулсан, айăпли алимент илекене срокран ирттерсе тÿлекен кашни кунхи суммăн пĕрре иккĕмĕш проценчĕ чухлĕ неустойка (палăртнине пурнăçламаншăн тÿлекен штраф) та тÿлет.
Алимент парăмĕ айăплă çын вăхăтра тÿлесе пыманнипе пулни паллă ĕнтĕ. Çав хушăрах парăм урăх çынсен айăпĕпе те пулма пултарать. Сăмахран, ĕç укçине вăхăтра тÿлемен, банксем алимент суммине çийĕнчех е тĕрĕс мар куçарса панă чухне.
РФ Аслă Сучĕн Пленумĕн 1996 çулхи ноябрĕн 25-мĕшĕнчи алиментсен парăмĕсем енĕпе расчет тăвасси çинчен постановленийĕпе килĕшÿллĕн А.В.Андреевăн 2010 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2011 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен алимент парăмĕ 5987 тенкĕ те 13 пуса çитнĕ. Çула çитмен ачана пăхса усрама укçа тÿлемен тапхăр 61 кун шутланать.
РФ Çемье Кодексĕн 115-мĕш статйин 2-мĕш пункчĕпе килĕшÿллĕн неустойка сумми – 1826 тенкĕ те 07 пус (шутлавĕ çапла: 5987,13 тенкĕ х 0,5 процент х 61 кун).
РФ ГПК 45-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн прокурорăн граждансен, паллă мар çынсен прависене, ирĕклĕхне, саккунлă прависене е Раççей Федерацийĕн, Раççей Федерацийĕпе муниципаллă пĕрлешÿсен субъекчĕсен интересĕсене хÿтĕлесе суда заявленипе тухма право пур. Гражданин сывлăх, çулĕсем, ăс-тăн енĕпе тата ытти шута илме тивĕçлĕ сăлтавсене пула суда каяйман чухне кăна прокурор ăна хÿтĕлесе суда заявлени тăратма пултарать. Çав хушăрах кунашкал чару прокуроршăн пулма пултарайманни те паллă ĕнтĕ. Мĕншĕн тесен ун патне нумай тĕрлĕ ыйтусене татса пама, хăйсен интересĕсене хÿтĕлеме ыйтса çынсем килсех тăраççĕ.
Çÿлерех çырса кăтартнипе килĕшÿлĕн, РФ ГПК 45-мĕш, Çемье Кодексĕн 80,81,106-мĕш статйисене тĕпе хурса, 1980 çулхи июлĕн 9-мĕшĕнче çуралнă, Чулкаç ялĕнче пурăнакан Андрей Владимирович Андреевран алимент енĕпе неустойкăна 1826 тенкĕ те 07 пус Ирина Вениаминовна Хватина интересĕпе шыраса илме ыйтатăп. Ĕçе хăçан пăхса тухнине прокуратурăна пĕлтермелле.
Иртнĕ çул кăна ачисене пăхса усрама укçа-тенкĕ тÿлессинчен пăрăнса пурăнакансем пирки район судне 11 тавăç 69 пин тенкĕлĕх тăратрăмăр. Алимент тÿлессинчен, паллах, хăтăлса юлма май çук. Саккун йĕрки кашнинченех çирĕп ыйтать.
Ф.ЛАЗАРЕВА,
район прокурорĕн çумĕ.