09 июля 2011 г.
Раççей паралимпиецĕсем Ванкуверта вăтăр сакăр медаль çĕнсе илни – çав тери пысăк çитĕнÿ. Ман шухăшпа, хевтесĕр çынсем сывă та тĕреклисенчен кăмăл-туйăм тĕлĕшĕнчен чылай пуянрах. Мĕн пуррине хаклама пĕлеççĕ, тăванлăх, патриот туртăмĕ те иксĕлми. Олимп вăййисенче Тăван Çĕршывăмăр чысĕшĕн пĕтĕм вăй-хăватне пачĕç, Раççей ятне çĕклерĕç.
Иртнĕ кунсенче Чăвашрадио кăларăмĕнче Патăрьел районĕнче çуралса ÿснĕ пĕр спортсмен-тренер пирки мухтаса каласа пачĕç: Украина командишĕн кĕрешмен вăл. Çакăнпа мĕн каппайланмалли пур; Раççей, Чăваш Ен чысне çĕклессишĕн тăрăшать тенĕ пулсан ăнланнă та пулăттăм.
«Украинăра нумайрах тÿлеççĕ, çавăнпа Патăрьел арĕ унта тĕпленнĕ. Эпир пурте укçашăн ĕçлетпĕр», – хирĕçлес тейĕ хăшĕ-пĕри.
Çапла, кĕсъере пушă енчĕк кăна чухне чыс, чун тасалăхĕ пирки хăпартланса калаçни вырăнсăр-ха. Çапах та шанчăк паракан спортсменсем чухăнлăхра пурăнаççĕ тееймĕн. Çĕршыв вĕсене хавхалантарать. Ура çинче çирĕп тăракан маттурсене хăшĕ-пĕри вара хăйсене çын тунă патшалăхăмăр çинчен хăвăрт манни тĕлĕнтерет.
Ванкуверта конькипе эрешлесе ярăнакансен ăмăртăвне пăхса ларнă май çакна асăрхарăм: фигуристсен ятлă-сумлă тренерĕ, Раççейре çын пулса АПШ спортсменĕсене ăсталăха туптама хăнăхтараканскер, оператор трибунăра ларакансене ÿкернĕ самантра питне аллипе хупланçи турĕ. Раççей спортсменĕсем американецсенчен юларах пынине кура имененçи пулчĕ-ши;
Укçа чул кастарать тенĕ ваттисем. Укçа тесе преступлени çулĕ çине тăракансем те сахал мар. Укçашăн Тăван çĕршывпа мăнаçланас туртăма та сутма пулать иккен.
Латин чĕлхинче проституто сăмах пур. Проституци тенине пĕлтерет вăл. Намăс, чыссăрлăх эппин. Ку пулăм пирĕн эрăчченхи виççĕмĕш-иккĕмĕш ĕмĕрсенчех вăй илнĕ – çын ÿтне хăйне пурăнмалăх сутнă. Пысăк укçа хыççăн хăваласа ют çĕршыв тăрăх саланнă спортсменсем пирки те çав сăмахах калас килет манăн. Хăйсен вăй-халне, пултарулăхне укçалла сутнă пекех эппин. Патриотлăх пирки манать ун йышши, çавна май пултарулăхĕ те илемне çухатать, ентешĕсене мăнаçлантарми пулать.
И.ВЛАДИМИРОВ.