АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрхануллă пулăр

09 июля 2011 г.

Çул урлă çуран каçмалли вырăнсемпе çыхăннă ĕç-пуç уйрăмах пăшăрхантарать. Статистика ачасенчен ытларахăшĕ шăпах «зебра» çинче инкек тÿснине çирĕплетет. Мĕншĕн çапла; Водительсем те, çуран çÿрекенсем те çак каçăсене мĕншĕн йĕркеленине пĕлеççĕ. Çав вăхăтрах руль умĕнчи хăш-пĕр çын правилăсем çине алă сулать, çуран çÿрекенсем хăйсем те çул çине ярса пуснă май хăрушлăх çуккине курса ĕненмеççĕ.

Акă мĕншĕн чи малтанах ашшĕ-амăшне чĕнсе калас килет: ачасене çул урлă каçнă чух асăрхануллă пулма вĕрентĕр, хăрушлăх çук вырăнта (Çĕр айĕнчи каçăсем урлă) каçма хăнăхтарăр. Пĕчĕкскерсем çул çинче хăйсене кирлĕ пек тытни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чи малтанах тротуар бордюрĕ патне пырса тăрсан чарăнса тăмалла. Светофор çук-тăк сулахаялла тата сылтăмалла, унтан каллех сулахаялла пăхса илмелле. Машинăсем çук, çул ирĕклĕ-и; Тинех малалла ярса пусма юрать. Светофор пулсан вăл хĕрлĕ çутнă чухне каçма юраманнине ăнлантармалла, «сарри» те каçма ирĕк памасть-ха, «симĕсси» çутсан мĕн пур машина чарăннине курса ĕненсен тин малалла утма юрать. «Зебрăн» сылтăм енĕпе утмалла, çул çинчи лару-тăрăва сăнама манмалла мар.

Водительсене вара çакна аса илтерни вырăнлă: транспорт хатĕрĕн рулĕ умĕнчи çыннăн светофорăн ирĕк паракан çутипе, çавăн пекех ятарласа палăртнă каçăсен тĕлĕнче çул урлă каçакан çуран çынсене ирттерсе ямалла. Çул-йĕр правилисене пăхăнмасăр çынсене е велосипедистсене çул паманшăн административлă майпа штрафлаççĕ – 800-тен пуçласа 1000 тенкĕ таран. Асăрхануллă пулăр, çуран çынсем çул çине тухма пултаракан вырăнсенчен иртнĕ чух хăвăртлăха чакарăр, хăвăрăн пурнăçăра, ыттисен пурнăçне упрăр. Çул-йĕр правилисене пăхăнни – çул çинчи хăрушсăрлăх никĕсĕ.

Г.КАЗЫКИН,

çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн пропаганда енĕпе ĕçлекен инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика