09 июля 2011 г.
Раççей Федерацийĕнчи граждансен, туристсен канмалли вăхăчĕ пуçланнăран тата вĕсем хăйсемпе пĕрле 14 çула çитмен ачасене пĕрле илнĕрен Раççей Федерацийĕ Украинăпа, Абхазипе, Кăнтăр Осетипе, Киргизи, Казахстан тата Таджикистан республикисемпе визăсăр майпа пĕр-пĕрин патне кайса çÿремелли килĕшĕвĕн ыйтăвĕсене шута илсе, Раççейри харпăр хăй миграци службине вăхăтра пымалла. Ăна канма кайма шутланă хыççăн тÿрех тумалла. Мĕншĕн çапла ыйтаççĕ-ха; Мĕншĕн тесен ача çуралнине çирĕплетекен свидетельство çине отметка лартмалла. Çакă ачан Раççей Федерацийĕн гражданлăхĕ пуррине çирĕплетет.
2002 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ хыççăн ( ун чухне 2002 çулхи майăн 31-мĕшĕнче 62 номерлĕ «Раççей Федерацийĕн гражданлăхĕ çинчен» Федераллă саккун вăя кĕнĕ) çуралнă ачасен Раççей Федерацийĕн гражданлăхĕ пуррине çирĕплетме ашшĕ-амăшĕнчен хăшĕ те пулин сăмахпа (устно) ыйтупа пынă кунхинех пурнăçласа параççĕ.
Ашшĕ е амăшĕ, е ачашăн саккун умĕнче яваплă урăх çыннăн вырăнти миграци службине хăйпе пĕрле паспорт тата ача çуралнине çирĕплетекен свидетельствăна илсе пымалла.
2002 çулхи июлĕн 1-мĕшĕччен çуралнă ачасен гражданлăхне туса çирĕплетме (2002 çулхи майăн 31-мĕшĕнчи «Раççей Федерацийĕн гражданлăхĕ çинчен» Федераллă саккун вăя кĕриччен) каллех ашшĕ е амăшĕ, е ачашăн саккун умĕнче яваплă урăх çын заявлени çырсан пулать. Заявленипе пĕрле ача çуралнине çирĕплетекен свидетельство тата ашшĕ-амăшĕн паспорчĕсем кирлĕ. Çак ĕçсем 10 кун хушшинче пулса иртеççĕ.
А.ВАСИЛЬЕВ,
РФ миграци службин Элĕк районĕнчи подразделенийĕн начальникĕ.