13 июля 2011 г.
Ачасен экологи культурине аталантарас, вĕсене çут çанталăкпа çывăх пулма хăнăхтарас тĕллевпе Тенири культура çурчĕн ĕçченĕсем «Салам сана, вăрман!» поход йĕркеленĕ. Ачасем «Мĕн ÿсет вăрманта, кам пурăнать-ха унта;» викторинăна хутшăннă. Вĕсем çавăн пекех хăйсем еплерех йывăçсемпе тĕмĕсене, кайăксене пĕлнине кăтартнă, юрăсен аукционне хутшăннă.
Тени ачисем çут çанталăка, тăван тавралăха лайăх пĕлеççĕ иккен. Е.Герасимова, М.Денисова, А.Бондарева – чи маттуррисем.
А.ЗАХАРОВА.