13 июля 2011 г.
Турра ĕненмен çынсем те унăн хÿттинче пурăнаççĕ тенине илтнĕччĕ. Мĕнле ăнланмалла-ха çакна;
И.Тринова.
– Эпир пурăнакан тĕнчене Таса Сывлăш питĕ хăватлă витĕм кÿрет, çавăн пек витĕмсĕр пурнăç та пулма пултараймасть. Ку витĕм кашни çынна пырса тивет, Турă сăмахĕ каланă пек, çумăр таса чунлисем çине те, çылăххисем çине те пĕр пекех çăвать, – çирĕплетет Мускав тата Раççей Патриархĕ Кирилл. – Хăш-пĕрисем леш тĕнчене Турă çуттисем мĕнле ялкăшнине пĕлмесĕр-чухламасăрах ăсанаççĕ. Апла пулин те Турă эпир пĕрле пурăнакан пурнăçа пĕртте хирĕçлемест.