13 июля 2011 г.
Пурăннă тет пĕр килте пĕр чухăн хресчен. Пулнă унăн виçĕ ывăл. Пĕри – Петĕр, тепри – Ваççа, чи кĕçĕнни Йăван ятлă пулнă.
Пĕррехинче виçĕ ывăлĕ те пуянлăх шырама çула тухса кайнă. Петĕр ятлă ывăлĕ пĕр уйăх çул çинче пулнă. Акă тин çитнĕ вăл пĕр ылтăн çурт патне. Çурчĕ йăлтăртатса ларнă. Петĕр ылтăнне катма пуçланă та пĕр михĕ тултарнă. Вăтам ывăлĕ те пĕр кĕмĕл çурт патне çитнĕ. Çак çуртăн илемне курсанах Ваççа кĕмĕлне Петĕр пекех катма пуçланă, вăл ăна икĕ михĕ тултарнă пулнă. Иккĕшĕ те киле каялла таврăннă. Йăван вара пĕр кивĕ çурт патне çитнĕ те шала кĕнĕ. Вăл çуртра пĕр ватă старик пурăннă. Нимĕнле ĕç те тăвайман. Çавăнпа та Йăван пулăшма шут тытнă. Кашни ир ирех тăрать те ĕçе тытăнать.
Çапла пурăнчĕ те Йăван хăнара. Акă киле таврăнма та вăхăт. Сывпуллашрĕ те Йăван килелле çул тытрĕ. Пушă алăпа кăларса яман ăна старик. Асамлă перчетке парнеленĕ. Алă çине тăхăнатăн та мĕн ыйтатăн – çавă пурнăçланать. Ашшĕпе пиччĕшĕсем ăна кĕтеççĕ. Савăнăçлă иртет вăл кун. Тепĕр кунне вара асамлă перчетке пулăшнипе Петĕрпе Ваççа пÿлĕмсене аркатса çеç пуянлăх илсе килнине пурте пĕлеççĕ .
Ирина МАКСИМОВА,
Мăн Ямаш шкулĕ.