13 июля 2011 г.
Кил умĕнче арçынпа хĕрарăм шăкăл-шăкăл калаçса çÿп-çапа пуçтараççĕ. Вĕсем – Тени ялĕнче пурăнакан Емельяновсем.
– Кил умĕнче тирпейлĕ пулсан чунăм та савăнать, – терĕ Лидия Вениаминовна.
Пур ĕçе те пĕрле пурнăçлаççĕ Емельяновсем. Вĕсен килĕ умĕпе иртсе пыракан кирек хăш çын та тĕлĕнĕ: чÿрече анисем çинче çулла çеç мар, шартлама хĕллехи кунсенче те чечексем хăйсен илемĕпе тыткăнлаççĕ, хĕл каçипех ешереççĕ.
– Чечексемпе эпĕ тахçанах аппаланатăп. Чун киленĕвĕ шутланать. Вĕсем мана ăнланаççĕ тейĕн, хăйсен илемлĕхне парнелеççĕ, – калаçăва малалла тăсрĕ Л. Емельянова.
Вĕсем икĕ ачана кун çути парнеленĕ, тĕпренчĕкĕсене ура çине тăратса тĕрĕс воспитани парассишĕн тăрăшнă. Анчах та Емельяновсен кулянмалли те пур. Лайăх пурăннă чухне мăшăрсен ывăлĕ сарăмсăр пурнăçран уйрăлать. Калама çук инкек тÿссе ирттереççĕ Лидия Вениаминовнăпа Анатолий Иванович. Юрать-ха юнашар пĕртен пĕр тĕпренчĕкĕ, тăванĕсем, тус-юлташĕсем пулаççĕ, йывăр вăхăтра пулăшаççĕ. Унтанпа пилĕк çул иртнĕ пулин те, вăл самантсене куççульпе аса илет Лидия Вениаминовна. Чун ыратăвне нимĕнпе те сиплеймест. Тирпейлĕхе малти вырăна хураççĕ Емельяновсем. Вĕсен кил-çурчĕ ыттисенчен нихăш енчен те уйрăлса тăмасть темелле. Çапах та темĕнле туртăм пурах кунта. Пÿрт ăшчиккинче те тирпей хуçаланать. Кил картинче те хăтлă. Çак илеме тытса тăма та вăй-хăват çитермелле-çке, вăхăт та кирлĕ.
Вăрнар районĕнчи Çĕньял ялĕнче çуралса ÿснĕ Лидия Вениаминовна. Шкулта вĕреннĕ чухнех физкультура урокне кăмăлланă, спортпа туслашнă. Çавăнпа та Лидия ача чухнех ума тĕллев лартнă – шкултан вĕренсе тухсан физкультура учителĕ профессине алла илмелле. Çамрăк шухăшлани пурнăçа кĕнĕ. Малтанах вăл Канашри педагогика училищинче пĕлÿ илнĕ. Направленипе çамрăк учителе Тени шкулне вĕрентме янă.
Çав çулах Лидия Вениаминовна Шупашкарти Чăваш патшалăх педагогика институтне куçăмсăр майпа вĕренме кĕнĕ.
1988 çулта Вăрнар хĕрĕпе Тени каччи пĕр çемье çавăрнă. Кил хуçи арçынĕ малтанах водительте тăрăшнă. Халĕ вара вăл ăста та пултаруллă строитель, ют хуласене ĕçлеме çÿрет. Алли пур ĕç патне те пынăран ял çыннисем ăна стройка вăхăтĕнче хăйсем патне чĕнеççĕ. А.Емельянов пулăшма никама та хирĕç мар.
В.НИКИФОРОВА.