13 июля 2011 г.
Чуна лăплантараканни тата кичеме сирекенни унăн – кушаксем тата чăхсем. Вĕсене пăхса кашни кун кĕштĕртетсе пурăнать Хурăнсур ялĕнче пурăнакан Елизавета Семеновна Семенова. Халĕ вăл 87 çулта ĕнтĕ. Апла пулин те кил картинче, пахчара, пÿртре тирпей-илем тытать. Чÿрече ани çинче те темиçе тĕрлĕ чечек ешерет.
Тăхăр теçеткене çывхараканскер хăйĕн сăнне паха упраса хăварнă. Курсан ăна çав çулта тесе те калаймăн. Çав çавах та ватлăх хăйĕннех тăвать. Елизавета Семеновна шăм-шакĕ ыратнине те пытармарĕ. Çаплипех пахчара çулсерен çĕр улми лартать, кишĕр, сухан йăранĕсем те чылай тăвать.
– Вăрçă тухнă çул эпĕ 10 класра вĕреннĕ. Шкулта пĕлÿ илнĕ вăхăтра окоп чавма илсе кайрĕç. Шкул ачисене, паллах, йывăр пулнă. Çав çавах чăтнă. Хĕлле те çулла та ĕçлеме тивнĕ ачасен. Шăнса чирленĕрен шкула та юлашки çула кайса пĕтереймен. Пирĕн атте вăрçа кайнă чух килте эпир тăватă ача юлнă. Аннене çăмăл пулман пĕччен пире пăхса ÿстерме. Эпĕ çемьере ачасенчен чи асли пулнăран пĕтĕм йывăрлăх ман çине тиеннĕ. Часах анне те çĕре кĕрет, – хурланса аса илчĕ Елизавета Семеновна.
1925-мĕш çулта çуралнăскер хăйĕн пурнăçĕнче хура-шурне чылай курнă. Пĕчĕклех ĕçе кÿлĕннĕ. Кĕçĕн йăмăкĕпе икĕ шăллĕне пăхнă. Халĕ ĕнтĕ вĕсем пурте вилсе пĕтнĕ. Лиза аппа пĕчченех паянхи кун. Унăн пĕр ача та, пĕр тăван та çук. Юрать-ха тăван ялти пĕр хĕрарăм сăнаса тăрать ăна. Тата кÿршĕсем йывăр вăхăтра пулăшаççĕ. Кашни кунах кинемее шыв кÿрсе параççĕ.
Унăн йăмăкĕ Казахстанра пурăннă. Упăшкипе иккĕшĕ те унтах çĕре кĕнĕ. Зиновий шăллĕне вара Сурăмварри ял пуçĕнче тракторпа таптаса кайнă. Çапла майпа унăн та сарăмсăр пурнăçĕ татăлать. Кĕçĕн шăллĕ Украинăра салтак службине виçĕ çул ирттернĕ. Шахтăра ĕçлеме тÿр килнĕ унăн. Кайран çавăнтах пурăнма юлнă. Хăçан, ăçта, мĕнле вилнине, шел пулин те, аппăшне никам та пĕлтермен.
Инкек çине инкек пулса пынă унăн пурнăçĕнче. 1943 çулта вăрçăра ашшĕ вилнĕ. Пурăнсан-пурăнсан каллех тепĕр хуйхă сиксе тухать. Кÿршĕре пурăнакан пĕр хĕр ача асăрханмасăр пÿрте вут хыптарать. Пушарта пускилсемпе пĕрле Семеновсен килĕ те çунса каять. Çапла пÿртсĕр тăрса юлаççĕ ачасем. Каярахпа кивĕ улăмпа витнĕ пÿрт туянма май килет вĕсен. Анчах та йăмăкĕпе шăллĕсем аякка тухса кайнăран Е.Семенован пĕчченех пурăнма тивет унта. Мĕн тăван; Ура çине тăмаллах. Пÿрт тăрринчен шыв анакан пÿртре пурăнаймăн. Çавна пула вăл 1968 çулта пĕчченех çĕнĕ çурт хăпартса лартать. Çавăнтанпах пĕччен пурăнать унта.
Елизавета Семенова колхозра ревизи комиссийĕн членĕнче 14 çул тăнă. 13 çул Элĕкре судра заседательте ларнă.
Е.Семенова – ĕç ветеранĕ. Пурĕ унăн çичĕ медаль. Ĕçленине вырăна хунишĕн савăнать вăл. Кĕпе-йĕм, урайне те çăвать, апатне те пĕçерет, пÿртре, кил картинче те тирпейлет, чăххисене те пăхать.
Пĕчченлĕхе хăнăхнă ĕнтĕ вăл халь. Хушăран урама тухса уçăлать, çынсемпе курса калаçать, чунне уçать.
А.СИЛИВЕСТ