13 июля 2011 г.
– Эпĕ аттене пачах та астумастăп. Анне каласа панă тăрăх çеç Сталинград патĕнчи çапăçура пуçне хунине пĕлетĕп. Эпĕ ун чухне виççĕре кăна пулнă, – куççульне тутăр кĕтессипе шăлчĕ Галина Васильевна.
Ашшĕн хÿттине, ăшшине туйса çитĕнмен хĕр ача. Веня пиччĕшĕ вара килте чăн-чăн арçын вырăнĕнчех пулнă. Пĕчĕклех аслашшĕ ăна ĕçе хăнăхтарнă. Асламăшĕ вара пĕчĕк Гальăпа килти ĕçсене пурнăçланă. Гальăпа Веньăн амăшĕ суккăр пулнăран килти хуçалăхра ытларах ачасен ĕçлеме тивнĕ. Веня çичĕ класс çеç вĕреннĕ, хыççăн тракторист правине алла илнĕ.
Уроксем хыççăн киле килсен çамрăк тÿрех килти ĕçсемпе аппаланма пуçланă. Шкултан парса янă килти ĕçсене пурнăçлама вăхăт та юлман хĕр ачан. Сĕм çĕрле çывăрма кĕрсе выртнă вăл, ирхине каллех шуçăмпа тан вăранса выльăхсене пăхнă та çуран шкула утнă.
– Питĕ вĕренес килетчĕ. Анчах чирленине пула шкул саккипе уйрăлма тиврĕ. Килте ĕçлеме çын кирлĕ пулнăран эпĕ часах вĕренĕве пăрахса лашапа вăрман касма çÿреме пуçларăм, – терĕ Галина Васильевна.
Çак ялтах пурăнакан Василий Львов унăн мăшăрĕ пулма ыйтсан хĕр хирĕçлесе тăман. 1960 çулта çамрăксем пĕр çемье чăмăртанă, пурнăç çулĕпе пĕрле тан утма тупа тунă.
– Василий хăй вăхăтĕнче ăста платникчĕ. Пур ĕç патне те алли пыратчĕ. Василийпе иксĕмĕр пилĕк ача çуратса ура çине тăма пулăшрăмăр, – калаçăва малалла тăсрĕ çитмĕл иккĕри кинемей.
Галина Васильевнăпа мăшăрĕ пĕр йăва çавăрсанах килти хуралтăсене çĕнетме тытăннă, çĕнĕ çурт çĕклесе лартнă. Анчах та кил хуçи арçынĕ пÿрт тунă хыççăн нумай пурăнайман, вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнă. Галина Васильевна халĕ килте кĕçĕн ывăлĕн çемйипе пурăнать. Кинемее икĕ мăнук савăнтарать. «Киле пăхса кин килет», – тесе ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ ваттисем. Галина Васильевнăпа Валя кинĕ ăмăртса тенĕ пекех тĕрĕ тĕрлеççĕ, илемлĕ çипсенчен эрешлесе алсиш-нуски, çекĕлпе шальсем çыхаççĕ.
Хăтлăх, ăнланупа килĕшÿ малта пулни çемьене пурăнма вăй-хал парса тăрать, пурнăçăн анлă çулĕпе малалла утма хавхалантарать, çунат хушать.
Вера МОРОЗОВА.