13 июля 2011 г.
Пирĕн мухтавлă ентешĕмĕр, чăваш литературине çĕнĕлле йĕркелесе яракан Аркадий Иванович Золотов çуралнăранпа 110 çул çитнĕ май, хăй çинчен тата вĕсен тăванĕ-хурăнташĕсем çинчен кĕскен çырса кăтартасшăн.
Синер – пысăк ялах мар, паян район центрĕ шутланакан Элĕк салинчен тухăçарах вырнаçнă вăл. Тăван халăхăмăра çутта кăларас ĕçе чунĕпе те чĕрипе парăннă. Иван Яковлевич Яковлев – Чĕмпĕрти Чăваш шкулне уçакан, пире тăван чĕлхеллĕ «Букваре» çырса парнелекен чăн-чăн ăсчах ял-ял тăрăх тăранттаспа, çунапа çÿресе пултаруллă та маттур йĕкĕтсемпе чиперуксене хăйĕн шкулне вĕренме илсе кайнă. Мĕн тери хăватлă пуçару, мĕн тери чăтăмлăхпа хастарлăх! Элĕк тăрăхĕнче те пулнă Иван Яковлевич, пĕрре çеç мар Синер ялĕнчи Золотовсен килĕнче çĕр выртма (канма) чарăннă. Шăпах çакăнта асăрхать те вăл Золотовсен («Ылтăнсен») пултаруллă ачине. Кĕçех Золотовсен аслă ывăлĕ Николай, вăл 1898 çулхи июлĕн 30-мĕшĕнче çуралнă, 1913 çулта Элĕкри икĕ класлă училищĕрен вĕренсе тухать те Чĕмпĕрти Чăваш шкулне пĕлÿ пухма каять. 1917 çулхи май уйăхĕнче вĕренекенсене пурне те киле яраççĕ. Николай Золотов пĕр хушă хальхи Вăрнар районĕнчи Тулти Пăртасри шкулта пуçламăш класри ачасене хутла вĕрентет. Хăй ирĕкĕпе Хĕрлĕ Çар ретне тăнă, рота политрукĕ пулнă, пĕр çапăçура йывăр аманнă. 1920-мĕш çулсенче Николай Яковлевич парти органĕсенче ĕçленĕ, «Канаш» хаçат редакторĕ, чăваш совет писателĕсемпе журналисчĕсен «Канаш» союзĕн правлени председателĕ пулнă. Вăл – «Сунталпа» «Капкăн» журналсен пирвайхи редакторĕ.
Чăваш пичетне аталантарас, халăх сăмахлăхне пухас тĕлĕшĕпе нумай ĕç тунă Н.Золотов, сахал мар кĕнеке пичетлесе кăларнă. 1937 çулта ăна сăлтавсăр айăпланă. 1944-1945 çулсенче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пулнă. Фронтран таврăнсан Çĕмĕрле хулинче сывлăх учрежденийĕсенче ĕçленĕ. Н.Золотов 1967 çулхи мартăн 27-мĕшĕнче вилнĕ.
Халĕ кĕскен Аркадий Иванович Золотов çинчен. Вăл 1909-1915 çулсенче Элĕкри икĕ класлă училищĕре вĕреннĕ, 1915 çулта Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче пĕлÿ пухма тытăннă. Граждан вăрçи пынă вăхăтра И.Космовский ертсе пынă полкпа пĕрле Оренбург, Илецк, Уральск хулисем патĕнче шурă гвардеецсене хирĕç çапăçнă.
1928-1932 çулсенче А.Золотов «Канаш» (паянхи «Хыпар») хаçатпа «Сунтал» журнал редакторĕ пулнă, Чăвашрадио ĕçне йĕркелесе яма та тимленĕ. Çавăн пекех Аркадий Золотов Чăваш писателĕсен организацине те ертсе пырать, 1934 çулта СССР писательсен 1-мĕш съезчĕн делегачĕ пулать.
Аркадий Золотов литература ĕçĕнче ырми-канми вăй хунă. 1920-1930-мĕш çулсенче вăл нумай-нумай калавсемпе очерксем çырать, литература критикине аталантарас тĕлĕшпе сахал мар тăрăшать. Аркадий Золотов вырăссен классика хайлавĕсене чăвашла ăста куçарнă. Ăна 1937 çулта ним сăлтавсăр айăпланă, 1942 çулта унăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă.
Синерте «Ылтăн» таврашĕсем татах та пур. Тепри вăл – Тимофей Яковлевич Золотов. 1907 çулхи майăн 31-мĕшĕнче Синер ялĕнче çуралнă. Рабфакран вĕренсе тухнă хыççăн тĕрлĕрен яваплă вырăнсенче ĕçленĕ. 1932 çулта ăна Элĕк районĕн «Колхоз хаçачĕ» редакторĕ пулма лартнă. Тимофей Яковлевич Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, ун хыççăн чылай хушă учительте ĕçленĕ, 1953 çулхи майăн 22-мĕшĕнче вилнĕ.
Пĕр шутласан, Синер ялĕ пĕтĕмпех «Ылтăнсен» йăхĕнчен тăрать темелле. Пĕрисем çут тĕнчерен уйрăлнă пулин те, теприсем Золотовсен несĕл-тăхăмне чыслăн та тивĕçлĕн малалла тăсса пыраççĕ. Акă, В.Золотов нумай çул Тинĕс-çар флотĕнче хĕсметре тăнă, 1-мĕш рангри капитана (полковника) çитнĕ. Сарлака тинĕс хумĕсене хăваланипе пĕрлех темиçе кĕнеке пичетлесе кăларнă. Ку йăхри Вениамин Золотов та алăран калем вĕçертмест – паянхи пурнăç çинчен тĕрлĕрен кăларăмсенче хайлав хыççăн хайлав çырса-пичетлесех тăрать.
Вениамин ПАВЛОВ.