АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Анне тăватă салтака фронта ăсатрĕ»

13 июля 2011 г.

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи кĕрлесе тухнă чухне Хуравар çамрăкĕ Иван вун сакăр çулта кăна пулнă-ха. Ашшĕпе амăшĕн вăталăх ывăлĕ шутланнă вăл. Шел те, вăрçă ахрăмĕ Петровсен алăкне те «шаккамасăр» иртмен. Арçынсене фронта кайма пĕрин хыççăн теприне повестка панă. Кил хуçи хĕрарăмĕ мăшăрне Алексей Петрова, Николай, Иван, Семен ывăлĕсене – çемьери тăватă çынна çара ăсатнă.

Çывăх çыннисем çинчен шухăшламасăр пĕр кун та иртмен унăн. Виç кĕтеслĕ çырусене кĕтнĕ те кĕтнĕ хĕрарăм. Хăй вара, вăй-халне шеллемесĕр, колхоз ĕçĕнче тар кăларнă. Питĕ шел, юратнă упăшкине, Николай, Семен ывăлĕсене киле таврăнасса кĕтсе илеймен. Вăрçă хирĕнчех хыпарсăр çухалнă вĕсем.

Вăталăх ывăлĕн, Иванăн, салтак çулĕ хаяр çапăçусенчен аяккарах иртнĕ. Çĕр-шывăн Хĕвелтухăç чиккине сыхлама шăпа тухнă унăн. 1944 çулта, служба срокне татсан, амăшĕ патне сывах таврăнать. Тÿрех вăрçă вăхăтĕнче юхăннă хуçалăха çĕклес ĕçе хутшăнма пуçлать Иван Алексеев, яваплă ĕçсенче тимлет.

– Çĕр сухаланă, сÿреленĕ. Тырă-пулă туса илнĕ. Пĕтĕмпех алă вăйĕпе пурнăçланă, – хумханса аса илчĕ Иван Алексеев.

Хастар яш чун туртнă хĕрпе çемье çавăрать. Çамрăк мăшăрăн тĕп килтен уйрăлса тухма та вăхăт çитет. Çавăн чухне Хураварта пушă кил вырăнĕ те пулман-мĕн. Çавна май Алексеевсене пурнăç урапи Павлушкăне илсе çитерет. 1954 çултанпа ку ялта тĕпленет çемье. Йышне те хушсах пыраççĕ. Николай, Виталий, Василий, Нина, Валентина, аслă пĕлÿ илнĕскерсем, хăйсен вырăнĕсене тахçанах тупнă ĕнтĕ, çулланса та пыраççĕ.

Сакăр теçеткепе пыракан кил хуçи, çур кунĕсем çитсен, çулленех йывăç-курăк нумай лартса чĕртет. Аслă Çĕнтерÿ утмăл çул тултарнине халалласа çĕкленĕ парк çулсерен ешерсех пырать.

Тайлăм, ишĕлекен вырăнсенчи эрози çулне пÿлес ĕçре пысăк вăй хунă Иван Алексеевич. Вăл ку енĕпе «Таутово» хуçалăхри звенона нумай çул ăнăçлă ертсе пынă, хисеп хучĕсене, парнесене те тивĕçнĕ.

Е.ТИМОФЕЕВА.

Сăн ÿкерчĕкре: И. Алексеев

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика