13 июля 2011 г.
Раççей Федерацийĕн Уголовнăй Кодексĕн 319-мĕш статйипе килĕшÿллĕн А. пирки уголовнăй ĕç пуçармалла пулчĕ. Пирвайхи тĕпчев çакна кăтартса пачĕ: эрех ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ А. Выççăлкă ялĕнчи Çамрăксен урамĕнче влаç çыннипе – полици ĕçченĕпе тавлашу пуçарнă, ăна киревсĕр сăмахсем каласа кÿрентернĕ. Çакна ку ялти Г., Р., В. курнă. Тĕпчев ĕçĕ малалла пырать. Тепĕр уголовнăй ĕç: Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн 25-мĕш статйи никама та нихăш вăхăтра та кил-çурта хуçи ирĕк памасăр кĕрсе çÿреме ирĕк памасть. Пĕлнĕ-ши çакна Р. е пĕлмен, апла пулин те вăл пÿрт алăкĕн çăрине уçса Вутлан ялĕнчи Н.Емельянова пурăнакан çурта кĕрсе каять. Кун пирки те следстви ĕçне пуçлама тиврĕ.
Çуллахи шăрăхсем çитрĕç. Пурте кăштах та пулин уçăлса илес тесе шыва кĕрсе чăмса тухасшăн. Шел пулин те, хăш-пĕрисем пĕвене е кÿлле эрех ĕçсе кĕрсе каяççĕ. Акă, Сурăмварринчи пĕр арçын пысăках мар шыв уçламне кĕрет те унтан тухма хал çитереймест. Шыв ĕçсе кÿпĕннипе çавăнтах çут тĕнчерен уйрăлать.
А.СТЕПАНОВ,
РФ Следстви управленийĕн Етĕрнери районсем хушшинчи следстви уйрăмĕн аслă следователĕ.