АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăрушсăрлăх – тĕп вырăнта

13 июля 2011 г.

Кăçалхи утă уйăхĕн пиллĕкмĕшĕнчен пуçласа республикăра тата район территорийĕнче «Регистраци палли» мероприятин вунă кунлăхĕ (декадник) иртет. Çакна асăнса хăвармалла. Фотофиксаципе усă курни çул-йĕр çинчи аварисен шутне чакарма тата вĕсене тупса палăртма пулăшать.

2011 çулхи çур çулта Чăваш Республикинче шалти ĕçсен пайĕн çул-йĕр инспекцийĕн ĕçченĕсем патшалăх стандарчĕпе килĕшсе тăман 1921 факт шута илнĕ. Административлă правонарушенисен кодексĕн 1-мĕш пайĕн 12,2 статйипе килĕшÿллĕн 1866 водителе явап тыттарнă. 2589 çын вара руль умне регистраци витĕр тухмасăр ларнă, тепĕр 396-шĕ патшалăх регистрацийĕн правилисене пăснă.

Çавăнпа та вунă кунлăхра çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн ĕçченĕсем çул çинче сыхă пулĕç, патшалăх стандарчĕпе килĕшсе тăман транспортсене административлă майпа штраф тÿлеттерĕç.

Г.КАЗЫКИН,

çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн пропаганда енĕпе ĕçлекен инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика