АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сыпма пăрахрĕ

13 июля 2011 г.

– Ман Тихăн пĕр тумлам та сыпмасть, –терĕ.

– Мĕнле капла; – тĕлĕнтĕм эпĕ.

– Вăт çапла! – сасăпах кулса илчĕ хайхискер.

Пĕр ялта пурăнмастпăр пулин те, эпĕ хăйне те, Тихăнне те лайăх пĕлетĕп. Унпа пĕр кантурта шут шăрçисене шутарнăччĕ.

– Эсĕ пăрахмарăн-и-ха; – каллех сăмах тапратрĕ Тихăн арăмĕ.

– Пăрахасси мĕнĕ... – хуравларăм ăна.

– Ман Тихăн пăрахрĕ! – çирĕппĕн татса каларĕ вăл.

Тихăн арăмĕ ман çумах шуçса ларчĕ.

– Итле! – терĕ вăл, ман пĕçĕ çине аллине хурса. – Ирхине кăмака хутмалла пулчĕ. Тихăна вутă илсе кĕме хушрăм. Кĕрессе илсе кĕчĕ-ха. Алăк янаххи урлă каçнă каçман вутти качки урайне кĕрст персе анчĕ. Хăйĕнчен эрех шăрши перет! «Кай-кай-кай! Ăçта кайса кÿпме ĕлкĕртĕн;» – тетĕп. Чĕнмест. Аптранипе картишне тухса пăхрăм. Вăл вут сарайне кĕрсе тухнисĕр пуçне урăх нимĕнле йĕр те курăнмасть. Ним калама та аптрарăм. Каç пулттипе Тихăна юриех: «Эп Марье кумасем патне кайса килетĕп. Эс ир хутма вутă илсе кĕрсе хур!» – терĕм. Хам вут сарайне кайса шаршан хыçне пытантăм. Эпир сарайне электричество кĕртнĕччĕ. «Пĕлетĕн-и»! – аякран таках тутарчĕ Тихăн арăмĕ. Ман услап вут сарайне, чăнах та, пычĕ. Кĕнĕ пеккĕн лампа абажурне пăрса кăларчĕ. Унта çутă шĕвек! Вăл ăна тути патне илсе пычĕ анчах – эпĕ виçĕ кĕтеслĕ мăн вут сыппине ун патнелле пĕтĕм вăйран персе ятăм. Вăл Тихăна çурăмран куп! пырса тиврĕ. Вăл палт йăванса кайрĕ. Куçне-пуçне чарса пăрахрĕ. Чĕлхине çур метр таранах кăларса хучĕ. Сехре хăппи!

Унтанпа виç-тăватă çул иртрĕ-ха. Тихăна ĕçме пăрахма ни гипноз, ни хаклă эмелсем кирлĕ пулмарĕç. Кун çинчен хаçата та çырас тетĕп-ха. Кама та пулсан пулăшĕ.

« Çырĕ те ку. Арăм тупса ан вулатăр анчах», – шухăшларăм эпĕ.

Н.КАРАЙ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика