16 июля 2011 г.
Питрав чиркÿ праçникĕпе çыхăннă. 1795 çултанпа Питрав кунне утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче ирттересси йăлана кĕнĕ. Авалтанпах çав кун тĕлне кил-çурта тасатнă, така пусса шÿрпе пĕçернĕ, тăвансене хăнана чĕннĕ.
Уява кăнтăрла тĕлне Чăваш Сурăмĕнчи культура çурчĕн лапамне халăх йышлăн пухăнчĕ. Хуçалăх ертÿçи И.Игнатьев уява килнисене кăçалхи ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ, ăшă сăмахсемпе саламларĕ . Калас пулать, йывăрлăхсем пулнă пулин те сурăмсем çитĕнÿсем туман мар. Аш-какай, сĕт туса илессипе кăтартусем лайăх. Утă çулса типĕтсе кĕртессипе, сенаж-силос хывассипе те ĕçсем ăнăçлă пыраççĕ. Выльăх апачĕ хатĕрлессипе сурăмсем малтисен йышăнче.
Суту-илÿ те анлă сарăлчĕ. Сутуçăсем уява килнисене тутлă апат-çимĕçпе, тĕрлĕ йышши кирлĕ таварпа тивĕçтерчĕç.
М.ПЕТРОВА