16 июля 2011 г.
Пурнăç... Мĕн-ха вăл; Пĕчĕкренех канлĕх памасть мана çак ыйту. Ача чухнех аванччĕ. Тĕнче асамлă, хитре, ырă пек туйăнатчĕ. Халĕ вара пурнăçа тинкеретĕп те шухăша путатăп. Таçта васкатпăр, хыпаланатпăр, пĕр вĕçĕм тем шыратпăр, пайлатпăр. Яланах тем çитмест пек. Чылайăшĕ пурнăçа пуянлăхра çеç курать пек туйăнать мана. Чи кирли вара – сывлăх, юрату, чун тасалăхĕ, çынна ăнланма пĕлни. Çук, ăнланма тăрăшмастпăр çав эпир пĕр-пĕрне. Ним çукран пĕр-пĕрне кÿрентерме пултаратпăр. Пурнан пурнăçра темĕн те сиксе тухма пултарать. Анчах та кирек епле самантра та çухалса каймалла мар. Пĕр-пĕрне ăнланма, ыррине çеç тума тăрăшмалла. Йывăрлăхшăнах ăссăрла ĕçсем тума васкас марччĕ. Вăл е ку çитменнишĕнех ытла кăра пулмалла мар ĕнтĕ. Пурнăçра чи çăмăлли вăл – çынна кÿрентересси. Каçару ыйтма вара манатпăр.
Кашни çын харпăр хăйшĕн çеç пурăнни те килĕшмест мана. Курнине курмăш пулатпăр, çынна пулăшасси, вĕрентесси çинчен аса илместпĕр те. Кирек епле самантра та сăпайлăха çухатас марччĕ.
С. ТЕРЕНТЬЕВ.