16 июля 2011 г.
Пĕрисем пичче, теприсем мучи, виççĕмĕшĕсем юлташ вырăнне хурса хисеплеççĕ ăна. Нумаях пулмасть-ха вăл утмăл çулхи юбилейне паллă турĕ. Савăнăçлă та тулли кĕрекене мĕн пур тăванĕсене, юлташĕсене пуçтарчĕ Шафранчăк ялĕнче пурăнакан Борис Григорьевич Денисов. Çур ĕмĕр ытла пурăннă пулсан та ватă тесе шутламасть-ха вăл хăйне. Вăй-халĕ тапса тăрать, чунĕпе вара вун çичĕ çулхи яш пек туйăнать.
– Ĕмĕре колхозрах ирттертĕм. Улттăн пĕртăван ÿссе çитĕнтĕмĕр. Аттепе анне те тăван хуçалăх ĕçĕсенче тăрăшнă. Пире, ачисене, хăйсем пек ĕçчен пулма мĕн пĕчĕкрен хăнăхтарнă, – сăмах çăмхине сÿтрĕ Борис Григорьевич.
Тăваттăмĕш класс таран Б.Денисов Прашкушкăньре вĕренет. Шĕмшеш шкулĕнче саккăрмĕш класран вĕренсе тухсан тÿрех колхозри ĕçсене явăçтараççĕ ăна. Вăл плугарь, прицепщик пулса тăрăшать. Çулталăка яхăн Советскинче тракторист профессине алла илнĕ хыççăн та хуçалăх ĕçĕсенчен аякка пăрăнмасть.
Турă çырнине вара Çĕмĕрле районĕнчен шыраса тупать. 1973 çулта унпа çемье чăмăртать. Мăшăрĕ те хăйĕн пекех ĕçчен те тăрăшуллăскер лекет ăна. Çĕмĕрлере сĕтел-пукан фабрикинче ĕçленĕскер Элĕк Ене качча килсен тĕрлĕ çĕрте тăрăшать. Ял хуçалăх предприятийĕн столовăйĕнче нумай çул вăй хурать, хуçалăхра тĕрлĕ çĕрте ĕçлет.
– Мăшăрпа çирĕм çичĕ çул çеç пĕрле пурăнтăмăр. Шел пулин те, вун пĕр çул каялла вăл пирĕнтен яланлăха уйрăлса кайрĕ, ачасемпе тата мăнуксемпе савăнса пурăнаймарĕ, – хурлăхлăн пĕлтерчĕ тин çеç тивĕçлĕ канăва тухнă Б.Денисов.
Денисовсем икĕ ывăлпа пĕр хĕре кун çути панă. Борис Григорьевич халĕ килте кĕçĕн ывăлĕпе Валерăпа тата унăн çемйипе пурăнать. Валера ют хуласене ĕçлеме çÿрет, унăн мăшăрĕ вара килте икĕ пĕчĕк ачана – ывăлпа хĕре тĕрĕс воспитани парассишĕн тăрăшать.
Борис Григорьевич çирĕм пĕр çул кочегарта тимленĕ. Мăшăрĕ вилсен йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ вăл. Выльăх-чĕрлĕхĕ те йышлă пулнă вĕсен. Юрать-ха ачисемпе тăванĕсем пăрахман çамрăклах мăшăрĕсĕр тăрса юлнă арçынна. Хуçăлса ÿкмен Б.Денисов. Мĕн пур вăй-халне пухса ачисемшĕн тăрăшнă. Кун-çул уттипе пырса Борис Григорьевич ĕçченлĕхпе палăрнă. Ачисемпе пĕрле килти хуралтăсене çĕнетнĕ.
Ывăлĕпе, кинĕпе тата мăнукĕсемпе телейлĕ Б.Денисов. Çамрăксем ватта сума сăваççĕ. Витере тислĕк кăлармалла-и, выльăхсене пăхмалла-и – ĕçе уйăрса тăмаççĕ. Борис Григорьевич та çамрăксене мĕн вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшать. Ашшĕпе ывăлĕн пĕрле калаçса пурнăçламалли кулленех тупăнать. Кинĕ те арçынсемпе пĕрле ĕçлеме ÿркенмест. Пĕр-пĕрне хисеплесе, пулăшса пурăнаççĕ Денисовсем.
Вера МОРОЗОВА.