16 июля 2011 г.
Элĕкрен Асамат ялне тÿрĕ çулпа утсан 15 минутрах çитме пулать. Вĕсен хушши километртан мала мар. Ялĕ райцентртан хĕвеланăç енче, кăнтăртан çурçĕрелле хăпарса пынă. Шăпах çак ялта çуралса ÿснĕ те Илья Михайлович Михайлов, кăçалхи августра 88 çул тултарать. Вăл иртнĕ вăрçă участникĕ, ялти чи ватă çын.
– Гитлер çарĕсем СССР çине вăрçăпа кĕрсе кайсан, 1942-мĕш çулхи март вĕçĕнче, эпĕ Инçет-Хĕвелтухăçĕнчи 35-мĕш çарăн запасри 155 стрелковăй полкне лекрĕм. Пĕтĕмпе вара пирĕн ялтан 61 çын фронтра çапăçнă, анчах та 36-шĕ тăшманпа çапăçса вилчĕ, 25-шĕ çеç киле çаврăнса çитрĕ. Халĕ вара ялта эпĕ çеç юлтăм, Георгий Сергеевич Сергеев (1926) аслă лейтенант Элĕкре пурăнать, – каласа парать Илья Михайлович.
Вăрçă пуçланнă çул хĕрÿ чун-чĕреллĕ комсомолец Элĕкри вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Учитель пулас ĕмĕт ăна канăç паман, анчах та Тăван çĕршыв хăрушлăхрине кура каччăн планĕсем улшăннă. Вăл ытти фронтовиксемпе пĕрле алла ручка мар, винтовка тытнă. Связист-телефонист пулнă май, Манчжурире (Китайăн çурçĕр хĕвелтухăç провинцийĕ) Япони самурайĕсене хирĕç çапăçакан Совет Çарĕн подразделенийĕсене çыхăнупа тивĕçтерсе тăнă.
Аслă сержант 1947-мĕш çулхи апрель уйăхĕн çурринче тăван ялне çаврăнса çитнĕ. Çĕнтерÿçĕ – салтака тепĕр виçĕ уйăхранах ялти Киров ячĕпе хисепленекен колхоз председателĕ Кирилл Никифоров фронтовик хăй патне чĕнсе илнĕ те уй-хир бригадине ертсе пыма сĕннĕ. Ырă сĕнÿпе Илья Михайлов хаваспах килĕшнĕ, икĕ çул ял халăхĕпе кар тăрса ĕçленĕ. Унăн пултарулăхне кура, райĕçтăвкомăн культура пайĕ фронтовика инспектор должноçне çирĕплетнĕ. Кунта та вăл Виктор Алексеевич Алексеев (Торпкасси) заведующипе тепĕр тăватă çул килĕштерсе ĕçленĕ, унтанах Чăваш патшалăх пединститучĕн истори факультетне вĕренсе тухса кайнă. Аслă вĕренÿ заведенийĕнче 5 çул çирĕп те тарăн пĕлÿ пухнă хыççăн Элĕк райкомĕн пропагандăпа агитаци пайне пропагандист пулма шанаççĕ. Шанăçа, чăнах та, тÿрре кăларать, агитмассăлла мероприятисене тăватă çул хушши, палăртнă плансем тăрăх, çÿллĕ шайра туса пырать. Çав тапхăрта вăл Хусан пединститучĕн географи факультетĕнче куçăмсăр вĕренме те май тупать.
Икĕ институтра вĕренсе пĕлÿ илнĕ çемьеллĕ педагог, 1962-1992-мĕш çулсенче, хăйне пурнăç çулĕ çине тухма пулăшнă Элĕкри вăтам шкул ачисене çирĕп те тарăн пĕлÿпе тĕрĕс воспитани парассипе тимлет, ачасен тата ашшĕ-амăшĕсен хисепне тивĕçет.
Унăн пулас мăшăрĕ, Хирлеппуç ялĕнче 1927-мĕш çулта çуралса ÿснĕ Анастасия Ильинична Ильина та, Элĕк вăтам шкулĕнчех пĕлÿ илнĕ, 1945-2001-мĕш çулсенче вара çавăнтах счетовод-кассирта тата делопроизводительте ĕçленĕ. Хăюллă та хастар комсомолкăна Илья Михайлович пĕрре курсах килĕштернĕ, ĕçрен киле те пĕрре мар ăсаткаланă. Тепрехинче вара, 1950-мĕш çулхи декабрьте, вăл çак хитре пикене тÿрех хăй патне пĕрле илсе кĕнĕ. Хĕрĕ куншăн пачах та хирĕçлемен, мĕншĕн тесен вăл та каччăна хытах юратнă.
Утмăл пĕр çул çитет кăçал вĕсем пĕрле пурăнма пуçлани. Пĕри теприне ăнланни, хисеплени, юратни мăшăра кулленхи пурнăçра хавхалантарать тата вăй-хăват парса тăрать. Туслă та килĕшÿллĕ çемьере Светланăпа (1951) Людмила (1953) тата Владимир (1956) ачисем аслă пĕлÿ илсе ашшĕпе амăшне савăнтарнă. Хĕрĕсем – аякра, ывăлĕ килте тымар янă. Унăн мăшăрĕ – Зинаида – райбольницăри ача-пăча консультацийĕн медсестри.
Пурнăçа тата çутçанталăка хаклама пĕлекен çын нихăçан та чĕлĕм туртман, эрехпе айкашман, никампа та харкашман, çынна кÿрентерсе курман.
Михайловăн шăллĕ – Леонид Михайлович (1927), унăн мăшăрĕ – Валентина Ивановна (1935). Вĕсем те Элĕк шкулĕн педагогĕсем пулнă, Валентина Ивановна вара СССР Аслă Совечĕн депутатне те суйланнă. Тăвансен аса илмелли нумай.
Геннадий САВЕЛЬЕВ,
журналист