16 июля 2011 г.
Элĕкри вăтам шкула 50 çул каялла вĕренсе тухнисем тĕл пулăва пуçтарăнчĕç, 16-ăн хутшăнчĕç. Пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнисем 12-ĕн пулнине пĕлтĕмĕр. Хаваслă тĕл пулу тăван шкул умĕнче пулчĕ.Малтанах шкул директорĕн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ Станислав Николаевич Куликов пухăннисене саламларĕ, шкул историйĕпе тата пурнăçĕпе паллаштарчĕ.
Унтан литературăпа краеведени халăх музейĕнче пултăмăр. Районăн хисеплĕ çыннисем хушшинче Давыд Игнатьевичăн сăн ÿкерчĕкне асăрхарăмăр. Вăл пĕрле вĕреннĕ юлташăмăр, автомашина рульне 41 çул алăран яман. Хисеп грамотисем, орденсемпе медальсем илме тивĕçнĕ. Эльвира Золотова, Синер ял хĕрĕ, хăйĕн амăшĕн сăнне курсан, нумайччен шухăша кайса тăчĕ. Тантăшăмăрсем музейра тĕрлĕ экспонатсемпе паллашрĕç.
16 çын – 16 шăпа. Çак тĕл пулăва йĕркелеме Илья Александров (Эренар ялĕ) нумай вăй хучĕ. Лев Иванов Ишлейри пысăк вольтлă заводра малтан инженерта, кайран кадрсен пайĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ. Николай Андреев, Торпкассинче çуралса ÿснĕскер, электрикра, инженерта та вăй хунă. Михаил Викторов, Асаматра кун çути курнăскер, Элĕкри Перекет банкĕн ертÿçинче тăрăшрĕ.
Тĕл пулура Людмила Казакова, Синер ял хĕрĕ, шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухнăскер, Элĕкри вăтам шкулта, Çĕнĕ Шупашкар хулинче ачасене математикăна вĕрентнĕ. Уйкасри Таисия Александрова – тĕп хулара чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Петр Терентьев, Эренар каччи, нумай çул Вăрнарти совхоз-техникумра ĕçленĕ. Халĕ – предприниматель. Вячеслав Павлов ( Витеçÿч), Лилия Иванова (Торпкасси), Валентина Белова (Асамат), Валя Матвеева (Уйкас) хăйсен пурнăçĕпе хаваспах паллаштарчĕç. Кашниех усăллă та кирлĕ ĕçре вăй хунине пĕлтĕмĕр. Мария Захарова, Павлушкăнь хĕрĕ, вĕренсе тухсанах Шупашкарти лента тĕртекен фабрикăна вырнаçнă та мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех унта ĕçленĕ.
Тĕл пулура хамăра вĕрентнĕ учительсене ырăпа аса илтĕмĕр. Мария Сергеевна, Афанасий Трофимович, Арсентий Иванович, Петр Дмитриевич, Леонид Михайлович, Петр Алексеевич, Глафира Филипповна, Нина Николаевна, Серафима Степановна, Федор Семенович вĕрентекенсем пире тĕрĕс çул çине тухма пулăшнине хумханса аса илтĕмĕр.
Юлия ПЕТРОВА,
Хирлеппуç ялĕ.