АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Палăртнă тĕллеврен пăрăнмасть

16 июля 2011 г.

Вĕренÿ çулĕнче пĕрре мар сăнанă вăтам пÿллĕ, вăрăм çырă çÿçлĕ, тĕксĕмрех кăвак куçлă, çар форми тăхăннă хĕре. Сăмах май каласан, асăннă çи-пуç çинçе кĕлеткеллĕ хĕр-упраçа чăннипех те килĕшет. Чăн-чăн чăваш хĕрĕ пек ярăнса утать пулин те, уттинче çирĕплĕх палăрать. Çу уйăхĕн вĕçĕнче паллашма тÿр килчĕ-ха ку пикепе.

– Аня Фомина эпĕ, – пĕлтерчĕ хĕр-упраç кĕскен. – Элĕк салинче пурăнатăп, вĕренессе вара – Муркашри лицейра.

Ĕмĕт хыççăн

Тăххăрмĕш класчен Анюта Элĕкри вăтам шкулта ăс пухнă. Саккăрмĕш класра вĕреннĕ чухне вĕренÿре аван ĕлкĕрсе пыракан тата мĕн ачаран пурнăçне çарпа çыхăнтарас тĕллевлĕ хĕре амăшĕ: «Муркашри лицейра кадетсене хатĕрлеççĕ, çарти пурнăçа хăнăхтараçĕ, вĕренме каймăн-и, Анюта;» – тенĕ.

Муркаш–Элĕк çар ĕç комиссариатĕнче чĕрĕк ĕмĕр ытла пулас салтаксемпе ĕçлекен амăшĕн Фаина Федоровнан сĕнĕвĕ хĕрĕн кăмăлне çĕкленĕ.

Пуçаруллă çамрăксене лицея кĕме çăмăл пулман. Кадет пуличчен тĕрĕслев витĕр тухма тивнĕ. Олимпиадăна хутшăннисĕр пуçне йышăну комиссине пиçĕхлĕхпе савăнтармалла. Зачетпа экзамен ăнăçлă тытнă хыççăн çеç вуннăмĕш класа илеççĕ-мĕн. Аня Фомина палăртнă тăрăх пĕр самант та пушă вăхăт пулман кадетсен. Интернатра пурăннăскерсен кĕркунне-хĕлле каçхи 4-5-ре çеç уроксем вĕçленнĕ. Хыççăн тĕрлĕ кружоксемпе секцисенче ăс-тăнне пуянлатнă.

– Вĕренÿ кунне зарядкăран пуçлаттăмăр. Ирхи çичĕ сехетре арçын ачасем 3, хĕрсем 2 çухрăм чупнă. Пĕлĕтлĕ çанталăксенче спортзалта хатĕрленнĕ, эрнелĕхе тĕллев лартаттăмăр, мĕн тумаллине палăртаттăмăр, вĕсене йĕрлесе пыраттăмăр, – хăпартланса калаçрĕ кадет.

Анютан калаçăвĕнчен вăл туслăха хаклани те палăрчĕ. Пĕрле вĕреннĕ тантăшĕсене кашнинех ырăпа асăнчĕ, лайăх енĕсене палăртрĕ.

Аня Фомина вĕренÿре те, класс тулашĕнчи ĕçсенче те тăрăшулăхпа, хастарлăхпа палăрать. Кадет класне аван паллăсемпе вĕçленĕ.

«Çар тухтăрĕ пуласчĕ»

Аньăн кулленхи пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ, çитĕнĕвĕсем пирки ыйтса пĕлсен калаçу пуçламăшĕнчех çакăн пек пĕтĕмлетÿ турăм – умра чăн-чăн тухтăр. Çепĕççĕн калаçакан пике хăй те манăн шухăша хирĕçлемерĕ: «Биологи, хими, физика предмечĕсемпе пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсене тытрăм, çар тухтăрĕ пуласшăн», – пĕлтерчĕ А.Фомина.

Çак ĕмĕте пурнăçа кĕртес тĕллевпе хăш-пĕр утăмсене тунă та ĕнтĕ тăрăшуллă хĕр-упраç. Чăваш Енре пирус туртассине хирĕç акцисем ирттернĕ чухне те хастар хутшăннă вăл. Чи малтанах çывăх çыннисене унăн сиенĕ пирки анлă ăнлантарнă.

– Пиччене ÿкĕте кĕртме, ăна чĕлĕмрен сивĕтме пултартăм, – тăсать калаçăвне тăрăшуллă хĕр.

Кадетсем çулсеренех Федерацин наркотĕрĕслев службин управленийĕ ирттерекен «Пурнăç шкулне» хутшăннă. Ку тĕрлĕ енлĕ, çăмăл мар ăмăртусенче хастарлăх кăтартнă. Çирĕплĕхе туптама, ушкăнпа пĕрле пулса йывăрлăхсене çĕнтерме хăнăхнă. Çакăнта вĕренÿ çулĕ тăршшĕпе физкультурăпа, шывра ишессипе, тăрăшса вĕренни те самай пулăшу кÿнĕ.

–Час-часах чăн-чăн полковниксемпе, офицерсемпе тĕл пулни, вĕсем хăйсен ĕçĕпе мухтанни, ун çинчен хăпартланса калаçни ача чухнехи ĕмĕте татах та ытларах пурнăçа кĕртме хистерĕ, – хăпартланса калаçать Анюта Фомина. «Кадет» сăмах илĕртнине, анчах та пуриншĕн те тĕслĕх пулма питĕ йывăррине палăртрĕ. Ыттисен умĕнчи яваплăха шута илсен пакунсене çакса çÿреме çăмăлах пулманнине пĕлтерчĕ вăл.

Элĕк хĕрĕ вара çакна аван ăнланнăранах-тăр вĕренÿ тапхăрĕнче тăрăшулăхпа палăрнă. Вун пĕр класа пĕр тăваттăсăр, пиллĕк паллăсемпе çеç вĕçленĕ. Тĕрлĕ хисеп хучĕсене тивĕçнĕ, экзаменсене те ăнăçлă тытнă.

«Атте-аннене, вĕрентекенсене хисеплетĕп»

Çакна та палăртмалла, çарти йĕркене, çирĕплĕхе хăнăхнипе пĕрлех илемлĕхе туйма, ăна хаклама та вĕреннĕ. Республикăри ытти кадет шкулĕсемпе бал ташшисен конкурсĕсене йĕркеленĕ. Вăрăм çÿçлĕ, çинçе пÿ-силлĕ Элĕк хĕрне кунта та çитекенни пулман. Çулсеренех георгиевски балра малтисен ретне тухнă ăсталăхĕпе. Кăçал вара ку енĕпе пĕрремĕшĕ пулнă.

– Çитĕнÿсем тума, пур çĕрте те ĕлкĕрсе пыма мĕн хавхалантарать; – ыйту паратăп Анютăна.

– Аттепе анне, вĕрентекенсем, – кĕске хуравлать хĕр-упраç. Хыççăн çакăн пек хушса хурать:

– Çывăх çыннăмсен юратăвĕ чылай йывăрлăха парăнтарма пулăшать. Яланах туятăп вĕсен ăшшине. Çавăнпа та умри чăрмавсене çăмăллăнах çĕнтеретĕп, палăртнă тĕллев патне ăнтăлатăп. Çирĕплĕх вара шăп та шай çакăн чухне туптанать. Манăн ÿсĕмсенче Элĕкри вăтам шкулта пуçламăш классене вĕрентекен Алина Ивановна Софронован тÿпи те пысăк тесе шутлатăп. Вăл, пĕрремĕш вĕрентекен, пĕлÿ тĕнчине илĕртекенни пулнă та ĕнтĕ, – аслă ăрури çын пек шухăша кайса калаçрĕ ĕнерхи кадет.

Анюта кадет ята тивĕçлипех çÿлте тытнине кура Надя йăмăкĕ те унăн çулĕпе кайма шутланă. Муркашри лицея кадет класне вĕренме кĕнĕ.

Эльвира КУЗЬМИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика