16 июля 2011 г.
Алкукасси – пĕчĕк ял. Пĕр урам пек кăна курăнса ларать аякран. Çапах та ял пуçне çитиех асфальт сарнă. Çавăнпа та кунта çитме йывăр пулмарĕ. Яла пырса кĕрсенех Алкукассинче пурăнакансем сахаллине туйрăмăр. Пушă кил хыççăн пушă кил вырнаçнă. Ял вĕçĕнчерехре ĕç шавĕ илтĕнсе кайрĕ. «Пурах-ха апла кунта çынсем, ĕçлеççĕ», – терĕмĕр.Пÿрт тăрринче пĕр çын шаккани курăнчĕ. Г.Павлов пенсионер пулчĕ ку. Вăл пĕчченех пурăнать иккен. Григорий Павлович ял совечĕн депутачĕ пулнă, халĕ ял старости. Пĕчĕк урам евĕр ялта кам мĕн тунине пурне те пĕлсе тăрать. Çулĕсем самаях пулин те хăйĕн сăн-сăпатне упраса хăварнă. Ватăсене пулăшать, пур ыйтăва та хуравпа тивĕçтерме тăрăшать. «Мĕншĕн ял пурнăçне килĕштеретĕр, хулара ачасем патне кайса пурăнас килмест-и; – тесе ыйтрăм.
– Хулара кахалсем кăна пурăнаççĕ, – тесе шÿтлекелерĕ вăл.
Григорий Павлович Алкукасси ялĕнчех 1939 çулта çуралнă. Халĕ те тăван килтех пурăнать. Мăшăрĕпе пĕрле пилĕк ача çуратса вĕсене пурнăç парнеленĕ. Анчах та паянхи куна пурте пурăнса çитереймен. Икĕ ывăлĕпе пĕр хĕрĕ вăхăтсăрах çĕре кĕнĕ. Чĕрепе аптраканскерне 33 çулхи Аля хĕрне çухатать Г.Павлов. Халĕ унăн тепĕр икĕ хĕрĕ Мускавра пурăнаççĕ. Инна – чи кĕçĕнни. Унăн пĕр ывăл ача – Витя. Унпа мухтанмасăр май çук. Мĕншĕн тесен вăл нумаях пулмасть Раççей шайĕнчи ăмăртуран дзюдо енĕпе ылтăн медаль илсе килнĕ. Паллах, çакă хытă савăнтарать Григорий Павлова.
Миля хĕрĕ Мускавра сĕтел-пукан комбинатĕнче вăй хурать.
Ачалăхĕ Г.Павловăн тăван ялтах иртнĕ. Çулавăçри шкулта тăватă класс пĕтернĕ, унтан Писĕпре виçĕ çул вĕреннĕ. Ĕмĕрĕпех водительте ĕçленĕ. Малтан «Ленинград» колхозра, кайран ытти вырăнсенче вăй хунă.
Ял совечĕн депутачĕ пулнă май, Алкукасси ялне çити асфальтлă çул сартарттарнă. Ял вĕçĕнчи уй хапхине те пăхса тăраççĕ. Çак пархатарлă ĕçсенче Григорий Павловича кÿршисем ытларах пулăшаççĕ. Хĕллехи вăхăтра вăл кинемейсене юр уçса парать.
Килте ватă пĕччен пурăнать пулин те, пуçне усмасть-ха. Улмуççисене çĕнетет. Анкартинче унăн çĕр улмийĕ, суханĕ, кишĕрĕ тата ытти те ешерсе ларать. Пурне те хăй лартса пăхса ÿстерет.
Г.Павлов пулла çÿреме юратать. Ăçта кăна çитсе курман-ши вăл. «Эпĕ пулман вырăн юлман та пуль», – тет хăй. Килĕ умĕнче икĕ машина ларать. Пĕринпе вăл пулла çÿрет, район центрне тухкалать. Пурнăçпа киленсе те савăнса пурăнать.
Анжелика
СИЛИВЕСТРОВА.