АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кин кĕртсен пÿрт тулать

16 июля 2011 г.

– «Киле пăхса кин килет,» – теççĕ ватăсем. Ку чăннипех те çапла. Уйкасра пурăнакан Павловсем çинчен те çапла калас килет. Мĕншĕн тесен хунямăшĕпе кинĕ пĕр чĕлхерен. Лайăх кин лекнипе кăмăллă ватăсем. Ашшĕпе ывăлĕ арçын ĕçĕсенче тар кăлараççĕ пулсан, хунямăшĕпе кинĕ пĕрле апат-çимĕç пĕçереççĕ, кĕпе-йĕм çăваççĕ. Кин кĕртсен пÿрт тулать тени те тĕрĕсех. Алексейпе Юля икĕ хĕр пĕрчие кун çути курма пулăшнă.

Вика Элĕкри ача садне çÿрет, пĕчĕк Даша вара килте хунямапа ларать, – сăмахларĕ Хитекушкăнь хĕрĕ пулнă Юля.

Валентинăпа Анатолий Павловсем ялта хисеплĕ çынсем. Кил хуçи хĕрарăмĕ нумай çул поварта ĕçленĕ, почтальонкăра та тăрăшнă. Мăшăрĕ вара ĕмĕр тăршшĕпех механизаторта вăй хунă. Мăшăрсем пĕр-пĕриншĕн шанчăклă тус-юлташ та, ачисемшĕн ырă тĕслĕх те. Çакăн евĕр пахалăхпа палăраççĕ Уйкасри Павловсем. Çемьен пысăк лавне пĕр тикĕссĕн туртса пыраççĕ, кашни ĕçе пĕрле канашласа тума тăрăшаççĕ, пĕр-пĕрин сăмахне яланах шута илеççĕ. Юля хунямăшĕ пекех тем тĕрлĕ апат-çимĕç хатĕрлеме пĕлет. Сăмах май каласан хĕрарăм хăйĕн пурнăçне çак енпех çыхăнтарнă, вăл Элĕкри «Пельменная» кафере нумай çул ĕçлет. Алексей вара районти шалти ĕçсен пайĕнче тăрăшать,участок уполномоченнăйĕ шутланать. Юльăпа Алексей пĕрлешсен ялтах тĕпленме шутланă. Халĕ вĕсем пысăк та илемлĕ çуртра пурăнаççĕ, çулсеренех килти хуралтăсене çĕнетме тăрăшаççĕ. Акă нумаях пулмасть çамрăксем хăйсен пÿлĕмне хăтлăх кĕртес ĕçе тытăннă. Ашшĕпе амăшĕ те ку ĕçрен аякра тăмаççĕ, май килнĕ таран пулăшаççĕ.

Павловсем выльăх-чĕрлĕхне те йышлă тытаççĕ, вĕсене усраса тупăш илме тăрăшаççĕ.

Çĕр ĕçĕпе аппаланасси, пахча çимĕç ÿстересси Павловсемшĕн чун киленĕвĕ çеç. Уйрăмах кинĕпе хунямăшĕ пĕр каварлă пулса ĕçлеççĕ. Юля ытларах чечексем кăмăллать.

– Мĕн ачаранпах çут çанталăка кăмăллатăп, пахчара ĕçлеме юрататăп. Çулсеренех çĕнĕрен те çĕнĕ чечексем, пахча-çимĕç лартса çитĕнтеретпĕр,– юратнă ĕçĕ çинчен хăпартланса калаçрĕ Юля Павлова.

Хунямăшĕпе кинĕ çулсеренех темĕн чухлĕ компот-варени хатĕрлеççĕ. Паянхи куна килте виçĕ ăру пурăнать. Валентинăпа Анатолий Павловсем ывăлĕпе кинĕшĕн тата мăнукĕсемшĕн яланах ырă тĕслĕх.

Вера МОРОЗОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика