АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕр ачасем ытларах çуралнă

20 июля 2011 г.

Кăçал ултă уйăхра Элĕк район администрацийĕн ЗАГС пайĕ 378 акт регистрациленĕ. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан 4 акт сахалрах. 2011 çулхи ултă уйăхра 88 ача çуралнă. Вĕсенчен – 41 арçын ача, 47-шĕ – хĕр ача. 8 çын ашшĕ пулнине çирĕплетнĕ.

Пĕрремĕш ача çуралнине 32 çемье паллă тунă. Чи паллă ятсем – Даниил, Дмитрий, Анастасия, Дарья, Софья, Екатерина. Сайра тĕл пулаканнисем: Егор, Богдан, Антон, Ева, Виолетта, Стефания.

2011 çулхи ултă уйăхра 190 çын вилнĕ, пĕлтĕрхипе танлаштарсан 10 çын сахалрах. Вĕсенчен 88-шĕ – арçынсем, 102-шĕ – хĕрарăмсем. Арçынсен вăтам пурăнаслăхĕ 61 çулпа, хĕрарăмсен 74 çулпа танлашнă.

Ытти чухнехи пекех вилĕмĕн сăлтавĕ чĕре, онкологи, ÿпке чирĕсем, тĕрлĕ наркăмăш тутанса вилни тата ытти те пулса тухать.

Ашшĕ пулнине çирĕплетни кăçалхи ултă уйăхра – 15, пĕлтĕр 11 пулнă. Ятпа хушамат ылмаштарма 2-шер çын кăмăл тунă. 37 мăшăр çемье чăмăртанă, пĕлтĕрхинчен 12 çемье ытларах. Уйрăлни çинчен 28 акт çырнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика