20 июля 2011 г.
Атмалкасси район центрĕнчен чи аякра вырнаçнă ялсенчен пĕри. Кунта пурĕ 101 кил шутланать. Пĕр урамран çеç тăракан ялта 238 çын пропискăра тăрать. Вĕсенчен чылайăшĕ тĕп хулара тĕпленнĕ. Яшсемпе хĕрсем вăтам шкултан вĕренсе тухсан алла диплом илсе пĕлĕве ÿстерме кайнă хыççăн яла таврăнмаççĕ. Каччăсемшĕн çарта пуласси – ырă та пархатарлă тивĕç. Нумаях пулмасть Пузырниковсен икĕ ывăлĕ Чулхулара салтак тивĕçне пурнăçласа таврăнчĕç. Ялти çамрăксенчен нумайăшĕ салтак пăттине çисе курнă ĕнтĕ.
Ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть Атмалкасси. Çыннисем ĕçчен пулсан та хуçалăх арканнăран ĕçсĕрлĕх тыткăнне лекрĕç. Апла пулин те, чылайăшĕ Ульянов ячĕллĕ хуçалăхра хăйне валли ĕç вырăнĕ тупрĕ.
Пурнăçа саплаштарса пырас тĕллевпе ял çыннисем çĕр пайĕсем çинче килти хушма хуçалăха аталантарас тесе ырми-канми ĕçлекенсем те çук мар. Выльăх-чĕрлĕх йышлă усракансем те нумай. Шленскийсем, Пузырниковсем, Карповсем çулсеренех картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ, вĕсемпе тупăш тăваççĕ. Ялта чи ватă çын Мария Леонтьева шутланать. Вăл 1915 çулта çуралнă. 96 çула пусăмланă ватăпа унăн йăмăкне ку ялти Филимоновсем пăхса пурăнаççĕ. Кинемейсене пур енлĕ пулăшу параççĕ вĕсем. Ĕçсĕрлĕх хуçаланать пулин те, ял пурнăçне кăмăлланă çамрăксем çук мар. Тĕслĕхрен, Г.Михайлов ку ялтах çуралса ÿснĕ. Ачаранах çĕр ĕçне юратса, тăван тавралăх илемĕпе киленсе çитĕннĕ. Пĕчĕк чухнех тăван ялта пурăнма шут тытнă. Ÿссе çитсен те ку шухăша пуçран кăларман çирĕмрен иртнĕ çамрăк. Йăлкăш ялĕн хĕрĕпе çемье çавăрнă. Çамрăк мăшăрăн халĕ Женя ятлă ывăл ача çитĕнет. Михайловсем тĕп килте пурăнаççĕ.
Атмалкасси ялĕнче чи çамрăкки – Михайловсен октябрь уйăхĕнче çут тĕнчене килнĕ тĕпренчĕкĕ.
Туй арăмĕсен юрри-такмакĕсене те сайра-хутра çеç илтме пулать ялта. Кăçал акă Кучковсен иккĕмĕш хĕрĕ кÿршĕри Хĕрлĕ Чутай район каччипе пĕр çемье тĕвĕленĕ. Сăмах май каласан, аслă хĕрĕ Надя та кÿршĕ районах качча кайнă.
Темиçе çул каялла канмалли кунсенче ялта халăх нумай пулнă. Ун чухне вырăнти клуб та çамрăксене илĕртнĕ. Чи малтанах А.Артемьев, унтан Л.Терликова ял халăхне тĕрлĕ савăнăçлă мероприятисемпе савăнтарнă. Çуллахи вăхăтра клуб ĕçкĕçсен вучахĕ пулса тăни, çамрăксем картла выляма пухăнни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Çакăн евĕр ÿпкелешÿ сăмахĕсене аслă ăрурисенчен те чылай илтме пулать. Паян Атмалкасси клубĕн çурчĕ вуçех те çук. Ирĕксĕрех çамрăксем ĕçкĕ авăрне путаççĕ. Анчах пурте мар, тумхахлă çул çинчен аякка пăрăнакансем те пур.
Ачасен савăнăçлă сасси, йăл-кулли уйрăмах çуллахи вăхăтра лăпланмасть. Акă Т.Михайлова мăшăрĕпе ултă ачана пурнăç парнеленĕ.
Атмалкасси ялĕ район центрĕнчен аякра вырнаçнă пулин те малашсăрлăх-ши;
Çитĕнсе пыракан ăру хăй çуралса ÿснĕ тăван яла малалла аталантарассишĕн тивĕçлĕ утăмсем тăвĕ-ши;
Вера МОРОЗОВА