АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Утă преслать, çынсене те пулăшать

20 июля 2011 г.

Владимир Викторович Прокопьев Изванка ялĕнче пурăнать. Ĕçченлĕхĕпе палăрса тăрать вăл. Çĕр пайĕсене пĕрлештернĕ те хресчен-фермер хуçалăхне йĕркеленĕ, тĕш тырăсем, çĕр улми туса илессипе тимлет. Кулленхи ĕçĕнче тĕрлĕ техникăпа анлă усă курать. Ял çыннисене те пысăк пулăшу кÿрет. «Утта пресласа тирпейленине мĕн çиттĕр, – тет вăл. Хăйĕн сăмахне ĕçпе çирĕплетни те куçкĕретех. Харпăрлăха илнĕ лаптăкри курăксене çулса типĕтнĕ хыççăн пĕтĕмĕшпех пресланă вăл. Çак ĕçе пурнăçлама ял çыннисене те пулăшать.

Тăрăшуллă ĕçчене Йăлкăш ял тăрăхĕн депутатне суйланă. Шанăçне тÿрре кăларса пырасси вара уншăн чи кирли. Владимир Викторович ял пурнăçĕнче пуçарулăхпа çаврăнăçулăх кăтартать. Çак кунсенче иртнĕ ял уявĕнче те вăл активлăхĕпе палăрнă. Ятран конкурс йĕркеленĕ. Мала тухнисене утă тюкĕсем парса хавхалантарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика