20 июля 2011 г.
Çак кунсенче Элĕк район прокуратурине çĕнĕ çын – çамрăк специалист Алина Николаевна Большова хушăннă. Вăл пĕрремĕш класлă юрист, прокурора пулăшакан тивĕçĕсене пурнăçласа пыратьАлина Большова Вăрнар районĕнчи Малтикас ялĕнче çуралнă. Инçетри Çĕпĕрте иртнĕ унăн ачалăхĕ. Хĕре тăван кĕтесех илĕртнĕ, хăй патне чĕннĕ тейĕн. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл Чăваш патшалăх университечĕн юридици факультетĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухнă. Алла диплом илнипе пĕрлех вăл прокуратура ĕçне кÿлĕннĕ. Юлашки вăхăтра, сăмахран, Мари Эл республикинче прокурора пулăшаканра вăй хунă.
– Элĕк Енри йĕркелĕх хуралĕнче çирĕп тăрăп. Шанăçа тÿрре кăларсах пырăп, – терĕ Алина Николаевна.