АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕррисенче – хитре чечексем

20 июля 2011 г.

Ăна ялта Лина тесе чĕнеççĕ. Ĕçчен те сăпайлă хĕрарăм, çынна та яланах пулăшма хатĕр. Литиния Григорьевна пур ĕçе те парăнтарать. Çавна вăл ачаранах хăнăхнă. Шкулта вĕреннĕ чухнех çуллахи каникул вăхăтĕнче ферма сурăххисене пăхнă. Çав вăхăтрах ал ĕçĕпе те аппаланма юратнă хĕр ача. Тĕрĕ тĕрлеме уйрăмах кăмăлланă.

– Хам ăсталанă пысăк япаласем – сĕтел çине витмелли тата стена çумне çакмалли кавирсем, – тет Литиния Никифорова.

Вăл ытларах чечексене чĕрĕлĕх кĕртме юратать. Хĕрарăм çекĕлпе çыхма та пултарать. Çак ĕçе вăл ашшĕн йăмăкĕнчен вĕреннĕ.

Тĕрĕллĕ тата чĕнтĕрлĕ япаласемпе илемлетнĕ пÿртĕн пÿлĕмĕсем таса та типтерлĕ. Кашни стена çинчех рамăсем ăшне вырнаçтарнă илемлĕ чечексем чун-чĕрене ырă туйăм парнелеççĕ, кăмăла çĕклеççĕ.

Лина çынсен заказĕсене те сахал мар пурнăçланă. Вăл чылай хĕрарăмсене тутăрсем тĕрлесе панă. Фермăра пăрусем пăхнă, больницăра санитаркăра, шкулта техничкăра ĕçленĕ чухне те кăмăлланă ĕçĕпе ларма вăхăт тупнă Эренар ялĕнчи хĕрарăм.

Николай Георгиевич мăшăрĕпе иккĕшĕ пилĕк ача çуратса ÿстернĕ. Оксана хĕрĕ те амăшĕ пекех тĕрлеме юратать.

С.СЕРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика