АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ытла ир тăкăнать. Мĕншĕн;

20 июля 2011 г.

Çÿç ытла ир тăкăнма пуçлани мĕнрен килет; Ăна мĕнпе пĕветсен лайăхрах;

Г.Иванова.

Чăн та, пурнăçра кунашкалли час-часах тĕл пулать. Вăл сывлăх мĕнлерех пулнинчен те килет. Сăмахран, организмра витаминсем (уйрăмах – А, С, В1 йышшисем) çитмесен, тимĕр сахал пулсан, сахăр чирĕ аптратсан, шатра тухса тарăхтарсан палăрать.

Çÿç тымарĕсем лайăх аталанччăр, ытла ир кукшаланас мар тесен витаминсемпе пуян апат çимелле, иммун тытăмне çирĕплетмелле, çуллахи шăрăх çанталăкра пуçа шĕлепке тăхăнмалла.

Çÿçе пĕветмешкĕн ÿсен-тăранран хатĕрленĕ сăрăсемпе (басма, хна, сухан хуппи) усă курма тăрăшăр.

Хăшĕ-пĕрисем çÿç тăкăннине инфекци чирĕсем аптратсан сисеççĕ. Пĕвер, вар-хырăм чирĕсем пулсан та кукшаланас хăрушлăх пур. Çавăнпа та чи малтан вĕсенчен хăтăлма тăрăшмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика