20 июля 2011 г.
Пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе пурăннине мĕн çиттĕр. Вăрманкас Юнтапа ялĕнчи Светлана Софроновнăпа Владимир Иванович Андреевсем çавна самантлăха та манмаççĕ тейĕн.
Куç уçнипе пĕрлех хĕрÿ ĕç пуçланать мар-и ял çыннин; Светлана Андреевăна шанчăк ыйхиллĕ хĕрарăм тенине илтме тÿр килчĕ. Вăл ир-ирех вăранать те выльăхсем патне тухать. Ĕни выльăхĕсем, сурăххисем те ку вăхăта хăнăхса çитнĕ ĕнтĕ. Сывлăх суннăн хăйсен сассине параççĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕ те вĕсемпе «калаçать», ачашланçи тăвать те апатне хурса пырать. Ĕнисем çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрать Светлана Софроновна. Вăл хĕлле рациона пусыпкă, кăшман та кĕртнĕ. Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче тени вара тĕрĕсех. Куллен 40 килограмм ытла сĕт сутнă Андреевсем. Çулла – ытларах.
Пĕчĕк «фермăри» ĕçне вĕçлесен тÿрех пÿрте кĕме васкамасть-ха кил хуçи хĕрарăмĕ. Картишне кулленех тирпейлессине йĕркеленĕ вĕсем. Хĕрарăм кил хушши шăлма çулкăна тытрĕ кăна – урам алăкĕ яри уçăлчĕ те мăшăрĕ кĕрсе тăчĕ.
– Светлана, эсĕ ахаль те ывăнтăн пулĕ-ха. Халĕ канса илме те пултаратăн, – тÿрех сăмах пуçарчĕ çĕрлехи дежурствăран таврăннă Владимир Иванович.
– Вова, эсĕ те шкулта ахалех ларман. Пĕрле тимлĕпĕр те ĕçĕ те хăвăртах вĕçленĕ, – терĕ мăшăрĕ.
Яланах çапла алла-аллăн тытăнса ĕçлеме хăнăхнă Андреевсем. Арçын ĕçĕ-и, хĕрарăмăн-и – уяса тăмаççĕ вĕсем. Килте чухне, сăмахран, кил хуçи арçынĕ выльăхсене пăхассинчен пăрăнса юлмасть. Картишне тасатса, тирпейлесе тăрассине те хăй çине илет. Ытти вак-тĕвек сахал-и тата килти хуçалăхра; Ан ÿркен кăна. Мăшăрсем хăй вăхăтĕнче ял хуçалăх ĕçĕсенчен уйрăлман.
– Тĕш тырăсене гектартан 30-35-шер центнер пухса кĕртеттĕмĕр, – савăнса аса илчĕ бригадирта вăй хунă Владимир Андреев.
– Выльăх-чĕрлĕх йышлă усраттăмăр. Тăрăшса ĕçленĕшĕн пĕррехинче кĕпе-йĕм çумалли машина та парса чыс тунăччĕ, – калаçăва хаваспах хутшăнчĕ Светлана Софроновна та.
Ял çынни ĕçсĕр тăрса юлни пăшăрхантарать вĕсене. Килти хушма хуçалăха аталантармасăр малалла кайма май çуккине мала хураççĕ халĕ Андреевсем. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе пĕрлех сад-пахчаран тупăш илес тесе те тăрăшаççĕ. Помидор калчи ÿстерес ĕçе март вĕçĕнчех тытăннăччĕ вĕсем. Пÿртре хĕвел питтинчи чÿречесем умне тăватă-пилĕк ещĕк таранах вырнаçтарнă. Черченкĕ ÿсен-тăрансем сип-симĕс ешеретчĕç. «Мăшăрăм пур тĕрлĕ пахча çимĕç, чечексен калчисене çитĕнтерме те ÿркенмест», – пĕлтернĕччĕ шăтса тухнă ÿсен-тăрансене шăварма пикеннĕ кил хуçи.
Пахчара çулленех теплицăпа анлă усă кураççĕ. Çĕр лаптăкĕ çинче ăнăçлă ĕçлеме мотоблок та туяннă.
Андреевсен ачисем те савăнмалăх пур. Люда хĕрĕ повара вĕреннĕ, çемье çавăрма та ĕлкĕрнĕ. Галя, иккĕмĕшĕ, университетран хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă. Алеша ывăлĕ те аппăшĕсенчен юлмасть. Вăл тăхăр класс пĕтернĕ хыççăн Шупашкарта техникумра пĕлĕвне ÿстерет.
1997 çулта Андреевсен çемйи пысăк çухату тÿсет. Сасартăк сиксе тухнă пушара пула çири çи-пуçĕсемпе кăна тăрса юлнă вĕсем.
– Юрать-ха пире «Волга» колхоз, ял-йыш пысăк пулăшу кÿчĕ. Çавна май çурт-йĕре тепĕр çулхине тĕпренех çĕнетсе пурăнма куçрăмăр, – пулса иртнĕ хуйхи-суйхине пытараймарĕç кил хуçисем.
Вĕсем пурнăç уттипе тан пыраççĕ.
Елена ТИМОФЕЕВА.