20 июля 2011 г.
Янкурасра пурăнакан Митрофановсен çемйине ялта сумлисен шутне кĕртмелле. Кÿршĕ-аршăпа вашават, яланах пулăшма хатĕр.
Çемье пуçĕ Геннадий Митрофанович. нумай çул шоферта ĕçлет. Ашшĕсĕр ÿснĕ арçын ача шкул тенкелĕнченех амăшĕн тĕрекĕ пулса тăнă.
Унăн мăшăрĕ Валентина Васильевна Кармал Тенире çуралса ÿснĕ. 1969 çулта Янкурас хĕрĕ пулса тăнă. Пилĕк çула яхăн çăкăр заводĕнче ĕçленĕ. Унта тимленĕ чухне икĕ ывăлпа пĕр хĕре кун çути парнеленĕ.
– Çамрăк вăхăта хĕрÿ ĕçре ирттернĕ эпир, – тет Валентина Васильевна. – Вун çичĕ çул сысна ĕрчетнĕ çĕрте тăрăшрăм. Виçшер пин сысна пăхаттăмăр. Коллектив та лайăхчĕ. Килти пек пурăнаттăмăр. Халĕ те ĕçтешĕмĕрсемпе çыхăну тытатпăр.
Митрофановсем тĕп килте Радомир ывăлĕн çемйипе пурăнаççĕ. Радомир мăшăрне те çак ялтах тупнă. Çĕмĕрле хулинче шоферта вĕренсен вăл «Аликовский» совхозра тăрăшнă. Хыççăн хуçалăх аркансан çамрăк «Журавлев» хресчен-фермер хуçалăхĕнче тракторпа ĕçленĕ. Халĕ вара вăл хăй ертÿçĕ вырăнĕнче. Темиçе çул каялла «Митрофанов» хресчен-фермер хуçалăхĕ йĕркелесе янă. Ку йывăр ĕçре ăна ашшĕпе амăшĕ, мăшăрĕ, тăванĕсем пулăшнă. Чи малтанах Р.Митрофанов çĕрпе ĕçлемелли агрегатсем туяннă, унтан хăйсен, тăванĕсен çĕр пайĕсене арендăна илсе тырă-пулă, пахча çимĕç лартнă.
Ирина Леонидовна мăшăрĕшĕн чăн-чăн тĕрев шутланать. Ачисем те ашшĕпе амăшне яланах пулăшаççĕ. Артур 10-мĕш класра вĕренет, Настя 7-мĕшĕнче çеç-ха. Митрофановсем çĕр çинче ĕçленипе çеç çырлахмаççĕ. Çулсеренех картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Вĕсен ĕçченлĕхĕпе тирпейлĕхĕ пÿрт ăшчиккинче те курăнать. Куршаксем çинче тĕрлĕ чечексем ешереççĕ.
Валентина Васильевна тивĕçлĕ канура халĕ. Çавăнпа та килти ĕçсене ытларах унăн пурнăçлама тивет. Выльăхсене апат панă хыççăн çу кунĕсенче кунĕпех пахчара кăштăртатать. Тымар çимĕçсĕр пуçне тĕрлĕ çырла ÿстерет. Çырлисенчен Ирина кинĕ варени-компот тума ăста. Хĕл кунĕсенче В.Митрофанова алсиш-нуски çыхса вăхăта ирттерет.
Хĕрĕх пилĕк çул шоферта тимленĕ Геннадий Митрофановичпа Радомир ывăлĕ вара чăн-чăн çĕр çыннисемех. Артур та вĕсем пекех пулма ĕмĕтленет. Иксĕлми вăй-халпа, пысăк хастарлăхпа ĕçлени ÿсĕм патне илсе çитернине аванах чухлаççĕ ку çемьере. Çавăнпа та ывăннине пĕлмесĕр ырми-канми ĕçлеççĕ.
М.ПЕТРОВА.