20 июля 2011 г.
Качча тухнăранпа тăватă çул иртрĕ. Ывăлăм виçĕ çулта. Эпир вăл çураласса питĕ кĕтнĕ. Ачана епле пăхмалли, ÿстермелли çинчен унччен пĕр купа кĕнеке вуланă. Йăлт çăмăл, ăнланмалла пекчĕ. Анчах пепкем çут тĕнчене килсен йывăрлăхсем пуçланчĕç. Ача çуратмалли çуртран таврăнсан упăшка: «Май пулсан пулăшăп, анчах мана пит ан шан», – терĕ.
Хама кăна шанаттăм ĕнтĕ. Анне аякра. Çывăхра пĕр çывăх чун та çук. Никампа та калаçма, канаш-сĕнÿ ыйтма пĕлместĕп. Эпĕ ялан хулара пурăннă, анчах качча тухнă хыççăн яла килме тиврĕ. Кил-çуртра, хуçалăхра туса çитереймен ĕçсемшĕн питех хуйхăрмастăм. Ача çуралсан вара кашни йывăрлăха пула канăçа çухататтăм. Килте çаврăнаттăм-пĕтĕрĕнеттĕм: шыв ăсса килмелле, ăшăтмалла, тем чухлĕ кипке çумалла, апат хатĕрлемелле... Ачи те йĕрет. Хушăран аллăм усăнатчĕ. Уйрăмах мăшăр: «Эсĕ ывăннă-и вара; Килте кунĕпе ачапа ларасси ĕç-и вăл;» – тенине илтме питĕ йывăрччĕ!
Эпир, хĕрарăмсем, çавăн пекех нумай ыйтатпăр-и; «Эсĕ малтанхи пекех ачаш та илемлĕ. Малтанхи пекех юрататăп сана», – тенине илтесчĕ хăть. Пĕр-пĕрне ăнланма, хисеплеме тăрăшасчĕ. Шел, кăна пурте пултараймаççĕ. Ялта паянхи кунчченех ют çын вырăнĕнче эпĕ. «Хула майри», – теççĕ ман пирки ватăсем. Юлташ хĕр те, палланă çын та çук. Питĕ кичем. Хушăран хăрушă та.
Салампа КАТЯ.