АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тольяттинче ĕне сунă, Питĕрте апат çитернĕ

20 июля 2011 г.

Ача чухнех Надя тĕнче курса çÿреме ĕмĕтленнĕ. Тĕрлĕ халăх литературипе паллашнă. Лара-тăра пĕлменскер хăйĕн тĕллевĕсене пурнăçа кĕртме тăрăшнă.

В.Николаева Ишпарайкка ялĕнче сакăр ачаллă çемьере çуралнă. «Пĕртăвансем те пĕрешкел пулмаççĕ», – теççĕ. Ку çаплах, Надя пĕчĕк чухнех юрă-ташă еннелле туртăннă. Ăна ытларах хĕвелтухăç ташшисем тыткăнланă. 1982 çулта кун çути курнăскер малтанах Ишпарайккăри шкулта 9 класс вĕреннĕ, унтан Крымсарайкка шкулĕнче пĕлÿ илнĕ, хыççăн вара Шĕмшеш шкулĕнче ăна алла аттестат тыттарнă. Нумай шутласа тăман хĕр, Шупашкарти пĕр училищĕне штукатур-маляра вĕренме кайнă. Çулталăка яхăн пĕр организацире ăсталăхне туптанă. Хыççăн Вăрнарта бухгалтер-кассира вĕреннĕ. Унтан тÿрех тăван хуçалăха таврăнать, икĕ çул унта тăрăшать хĕр. Мускав хулине çитсе курас ĕмĕтпе пурăннăран ĕç пăрахса ют хулана тухса каять. Çирĕмрен иртнĕ Надя официант, бармен пулса ĕçлет, сутуçăра та вăй хурать.

– Ача чухнех мана пĕр вырăнта ларма йăлăхтаратчĕ. Паянхи кун та килти сĕтел-пукана яланах вырăнсемпе ылмаштарса лартатăп, – тет Н.Николаева.

Мал ĕмĕтлĕ хĕр Хура тинĕс хĕррине те канма кайса килнĕ. Питĕр хулине те çитсе курать. Унта вăл ресторанта администратор тивĕçĕсене пурнăçласа пырать.

Шăпа Н.Николаевăна Тольятти хулине илсе çитерет. Ÿркенмен хĕр валли тÿрех ĕç тупăнать, дояркăна вырнаçать.

– Тăвансемшĕн, тус-юлташсемшĕн питĕ тунсăхлаттăм. Çавăнпа та çуралса ÿснĕ яла каялла таврăнма шут тытрăм, – калаçу çăмхине малалла сÿтет çирĕм тăххăрти Надя.

Н.Николаева пĕчĕк Вальăна тĕрĕс воспитани парассишĕн тимлет. Хĕр пĕрчи кăçал виçĕ çул тултарать. Валя пĕчĕк пулсан та, амăшĕ хыççăн хĕвелтухăç ташшисене ташлать, илемлĕ хусканусем тума тăрăшать.

– Пушă вăхăт тупăнсанах эпĕ алла кăранташпа шурă хут тытса ÿкерме тытăнатăп. Шкулта вĕреннĕ чухне пĕр вăхăт ÿнерçĕ те пулас килетчĕ. Ÿссе çитсен вара шухăшсем улшăнчĕç, – терĕ калаçăва вĕçленĕ май Надя.

В.НИКИФОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика