АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп вырăнта – право йĕркине пурнăçласси

20 июля 2011 г.

Районти шалти ĕçсен пайĕ кăçалхи çур çулта РФ Президенчĕ Раççей Федерацийĕн Федераци пухăвне 2010 çулхи чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕнче янă Çырăва, ЧР Президенчĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашне 2010 çулхи раштавăн 14-мĕшĕнче янă Çырăва, РФ Шалти ĕçсен министерствин 2010 çулхи раштавăн 1-мĕшĕнчи директивине, ЧР Шалти ĕçсен министерствин коллегийĕн кăçалхи кăрлачăн 18-мĕшĕнчи йышăнăвне, Чăваш Ен Шалти ĕçсен министерствин организациллĕ мероприятисен планне, çавăн пекех правăна пăсассипе профилактика тăвассине 2009-2012 çулсем валли туса хатĕрленĕ тĕллевлĕ программăна пурнăçлассипе ĕçлесе пычĕ.

Терроризмпа экстремизма пÿлес тĕлĕшпе мероприятисен планне туса хатĕрленĕ, вăл пурнăçа кĕрсе пырать. Пай начальникĕн приказĕпе ятарлă сотрудниксене çирĕплетнĕ. Террорла преступленисем мĕнле пулса пынине уйăхсеренех тишкеретпĕр. Террорла ĕçсем енĕпе пичет, аудио-видео е ытти материалсем сарни-кăтартни пулман.

Оперативлă ĕçсене лайăхрах йĕркелес тĕллевпе кăрлач-çу уйăхĕсенчи ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ, малашнехи задачăсене палăртнă. Планпа килĕшÿллĕн 15 оперативлă канашлу ирттернĕ, вĕсенче 40 çивĕч ыйтăва пăхса тухнă. Çавăн пекех 2 хутчен штаб хăнăхăвĕсем, ушкăнсен 12 тренировкине, шалти ĕçсен пайĕн планĕ тăрăх ытти мероприятисене ирттернĕ.

Граждансен ыйтăвĕсене тивĕçтерессипе, вĕсене тĕплĕн ăнлантарса парассипе дежурнăй часть умĕнче тата процессуаллă ĕçсен пÿлĕмĕнче заявленисене йышăнмалли правилăсене, милицин çÿлерехри органĕсен телефон номерĕсене вырнаçтарнă. Енчен те сотрудниксем саккунран ирттерсе ĕçсем тăваççĕ пулсан граждансем кун пирки çÿлерехри органсене пĕлтерме пултараççĕ. Кăçалхи 6 уйăхра 792 заявленипе пĕлтернине шута илнĕ (иртнĕ çул – 692); вĕсем тăрăх 70 уголовлă ĕç пуçарнă. Право йĕркине административлă майпа пăснă 99 ĕçе пăхса тухнă (2010 çулхи 6 уйăхра – 133 ĕç). Вĕсене пурне те чарса лартма йышăннă. Район прокурорĕ тепĕр хут тĕрĕслеме 5 материал каялла тавăрса панă (пĕлтĕрхи çав вăхăтра – 7 материал).

Кăçалхи 6 уйăхра район территорийĕнче 111 преступление регистрациленĕ (иртнĕ çул – 119). Уйрăмах йывăр 3 преступление шута илнĕ (2010 çулта – 1); 17 йывăр преступление тупса палăртнă (пĕлтĕр – 24); вăтам шутланакан преступленисем – 62 (2010 çулта – 64); ют пурлăха вăрланă 41 тĕслĕхе тупса палăртнă (иртнĕ çул – 43); хваттере кĕрсе вăрланисем 3 пулнă (пĕлтĕр – 8); выльăх вăрласа тухнă 1 тĕслĕх пулнă, ăна уçса парайман-ха.

Карас телефонĕсене вăрласси йĕркене кĕрсе кайрĕ. Тÿрех асăрхаттаратăп: телефон вăррисене çийĕнчех тупса палăртатпăр, явап тыттаратпăр.

Ултă уйăхра унччен судпа айăпланнисем 53 преступлени тунă (2010 çулта – 32). Иртнĕ çулхи çак тапхăрта çула çитмен пĕр ача право йĕркине пăснăччĕ, кăçал – 2. Ÿсĕрпе преступлени тăвакансен шучĕ ÿссе пырать: 25 çын (пĕлтĕр – 13).

Çакна палăртас килет: уйрăмах йывăр преступленисене те, вăтам шутлипе çăмăлтараххисене уçса парасси те пĕлтĕрхи шайринчен ÿсмен. «Шырав» ушкăн тата хăвăрт ĕçлекен ушкăн та хăйсен тивĕçне йĕркеллĕ пурнăçласа пыраççĕ.

П.СТЕПАНОВ,

районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика