20 июля 2011 г.
Ыйту: Манăн упăшка И. хăйĕн явапне Чăваш республикинчи 1-мĕш юсанмалли колонире ирттернĕ. Кăçал май уйăхĕнче ăна Чăваш республикинчи 4-мĕш юсанмалли колоние куçарчĕç. Çакăн пек туни саккунпа килĕшÿллĕ-и; РФ УК 81-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн явапланакана пĕр юсанмалли колонире çеç ирĕкрен хăтармалла. Çавăнпа та манăн мăшăра тата ытти явап тытакансене мĕншĕн куçарнине ăнлантарса пама ыйтатăп.
Хурав: Сирĕн упăшка малтан та саккуна пăсса явап тытнă. РФ УК-ĕн 80-мĕш статйин 2 пайĕпе килĕшÿллĕн пĕрремĕш хут ирĕкрен хăтарнисене ыттисенчен уйрăм лартаççĕ. 1-пе 2-мĕш колони вара тачă çыхăнура тăрса ĕçлеççĕ. Çакăн евĕрлĕ йăнăшсем ытти юсанмалли учрежденисенче те пулнă. Вĕсене пĕтерес тĕлĕшпе Шупашкар тата республика прокуратурисем çав юсанмалли колонисен ертÿçисене çак лару-тăрупа паллаштарнă. Унсăр пуçне Раççейри ФСИН директорĕ 2011 çулхи мартăн 25-мĕшĕнче ку ыйтупа хушу кăларнă.
Саккуна пăснине пĕтерес тесе хушупа килĕшÿллĕн Сирĕн упăшкана тата ытти айăпланакансене, малтан та ирĕкрен хăтарăннисене, пĕрремĕшĕнчен тăваттăмĕш юсанмалли колоние куçарнă.
Хальхи вăхăтра 1-мĕш юсанмалли колоние пĕрремĕш хут айăпланаканнисене çеç яраççĕ. 4-мĕш колонире вара малтан та темиçе хут суд урлă тухнисене тытаççĕ.
Ирĕкрен хăтармалла тунă айăпланакансене, саккун тăрăх, пĕр юсанмалли колоние ямалла. Çакна РФ УК 81 статйи кăтартса парать. Прокурорăн сирĕн мăшăра пĕр колонирен теприне куçармалли сăлтав çук.
А.ЗОТОВ,
Шупашкар хулин прокурорĕ.