АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Апат-çимĕç хакĕ улшăнсах тăрать

23 июля 2011 г.

Социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕç хакĕсен черетлĕ – утă уйăхĕнчи 12-19-мĕшĕсенчи мониторингне ирттернĕ. Хаксем унчченхи эрнеринчен хăпарсах кайман.

Акă, пĕр килограмм шăнтнă пулă (вакламанни) 49 тенкĕ те 75 пуспа сутăннă, услам çу – 214 тенкĕ те 25 пуспа. Сахăр песукĕн 1 килограмĕ – 36 тенкĕ, тăвар – 7 тенкĕ те 80 пус, пĕр килограмм чей – 146 тенкĕ, ыраш çăкăрĕн килограмĕ – 21 тенкĕ, тулă çăнăхĕнчен пĕçернисем – 33,23 тенкĕ, рис – 31,9 тенкĕ, вермишель – 21 тенкĕ çурă.

Апла пулин те çăмарта 3 тенкĕ чухлĕ хакланнă – 10 штукĕ 22 тенкĕ те 60 пуспа сутăннă. Тулă çăнăхĕн хакĕ – 17 тенкĕ те 46 пус, хура тул кĕрпи – 99 тенкĕ, тип çу – 59,4 тенкĕ, купăста – 11,5 тенкĕ, сухан – 26 тенкĕ те 50 пус, пан улми – 65,3 тенкĕ.

Çаплах ĕнтĕ, хăш-пĕр таварсен хакĕсем йÿнелеççĕ, теприсен – хăпарса каяççĕ. Ку вăл суту-илÿ предприятийĕсене тавар çине тавар килсех тăнипе çыхăннă, курттăммăн сутмалли хаксем вара улшăнсах тăраççĕ. Мĕнех, суйла та суйла: хăшĕ килĕшет – çавна туян, кĕсьери укçуна шутласа пăхма та ан ман.

В.ГЕН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика