23 июля 2011 г.
Юлăш ферми малтанхи мар ĕнтĕ. Кунта аякран пырса кĕрекен хăйне юмах тĕнчине лекнĕн туять ахăртнех. Юлашки вăхăтра вак-тĕвекпе вуçех те калаçма пăрахнă çакăнта. Сĕт-çу комплексĕ аталанса, вăй илсе пыни вара куçкĕрет.
– «Новый путь» ял хуçалăх производство кооперативĕ ăратлă выльăх-чĕрлĕх кăна тытать. Сĕтрен тупăш килнине ытларах çакăнпа çыхăнтармалла. Ăна сутас енĕпе те ĕçлетпĕр, – терĕ комплекс ертÿçи Александр Орлов.
Ырă вăрлăхран – ырă çимĕç тени шăпах та вырăнлă кун пек лару-тăрура. Тĕп вырăнта – выльăх-чĕрлĕхе искусствăллă майпа пĕтĕлентересси. Ку яваплăха кулленех туйса тăрать те Ольга Дубинина техник-осеменатор (ÿкерчĕкре), хăйĕн ĕçне пĕлсе, кирлĕ пек пурнăçлама тăрăшать. Çавна май пăру илессипе кăтартусем те лайăх. Фермăра хĕсĕр ĕнесем вуçех те çук тесен те тĕрĕсех.
Ĕне тума уйăрнă тына пăрусем уйрăм ушкăнра. Вĕсене Елена Константинова, Ираида Сорокина (ÿкерчĕкре) тÿрĕ кăмăлпа пăхаççĕ. Зоотехника науки вĕрентнине тĕпе хурса, кун йĕркине çирĕп пăхăнса ĕçлеççĕ вĕсем. Ĕнесене яра куна ешĕл курăк çинче электрокĕтÿçĕ пăхать пулсан Е.Константиновăпа И.Сорокина тынасене хăйсемех кĕтеççĕ. Рациона ытти тутлăхлă апатсемпе минераллă, витаминлă хутăшсем те кĕртнĕ. Кирлĕ пек пăхса усранăран ăратлă выльăхсем ÿт хăвăрт хушаççĕ. Иртнĕ уйăхра, сăмахран, талăкра 750-шар грамран кая мар хушăннă.
– Ăратлă выльăхсен республикăри конкурсне хутшăнатпăр. Иртнĕ ăмăртура ылтăн тата бронза медальсем çĕнсе илнĕччĕ. Кăçалхи конкурсран та аякра юлма шутламастпăр, – савăнсах пĕлтерчĕç ĕçченсем.
Хуçалăх çак кунсенче ăратлă тынасене 26 пуç сутнă. Вĕсене хаклă хакпа ăсатнă паллах. Çапла вара кооперативăн кассине те укçа-тенкĕ чылаях пырса кĕнĕ. Условисемпе те кăмăллă ĕçченсем. Выльăхсене ку чухнехи хăтлă витесенче усраççĕ, хальхи вăхăтра – çуллахи лагерьте. Япăх мар шалу илни вара вăй-хал хушать ĕçченсене.
Елена ТИМОФЕЕВА.