АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чунĕпе халĕ те çамрăк

23 июля 2011 г.

Торпкасси ялĕнче пурăнакан Мария Терентьевна Михайлова – ватăсенчен чи асли. Вăл тăхăр теçетке урлă каçнă ĕнтĕ. Хăйĕн кун-çулĕнче ăçта кăна ĕçлемен-ши тата; Пĕр вăхăт тÿрех темиçе ĕçре те тăрăшма тивнĕ унăн. Хура-шурне те чылай курнă Мария Терентьевна.М.Михайлова Мучикасси ялĕнче 1920-мĕш çулта çуралнă. Тăватă ачаллă çемьере ÿснĕ. Халĕ унăн тăванĕсем тахçанах пурнăçран уйрăлнă. Ачисемпе, мăнукĕсемпе тата кĕçĕн мăнукĕсемпе Маруç аппа çеç савăнса пурăнать.

Мария Терентьевна Крымсарайкка шкулĕнче сакăр класс вĕреннĕ. Вун тăхăр çула çитсен Шупашкарти пĕр больницăна инфекци уйрăмне санитаркăна ĕçлеме кĕнĕ. Унта икĕ çул ĕçленĕ, кайран 1941 çулта каялла Элĕк Ене таврăннă. Çав çулах май уйăхĕнче Элĕкри столовăйне официанткăна вырнаçнă. Июньте вара хаяр вăрçă пуçлансан хĕре çăкăр лавккине куçарнă. Вăл тата çав хушăра буфетра та тимленĕ. Çăкăрсене талонпа сутнине те питĕ лайăх астăвать кинемей. Суту-илÿпе ĕçленĕ хыççăн Мария Терентьевна садике куçнă. Унта кладовщик-завхоз должноçне лайăх тытса пынă. 1973 çулта ĕçрен тухма тивет унăн. Çĕнĕ пÿрт лартмашкăн уйрăлать ку ĕçрен. Кайран çурт çĕклесен çăкăр заводне техничкăна вырнаçать. Унта нумаях ĕçлеймест – 1976-мĕш çулта тивĕçлĕ канăва тухать, анчах та ĕçе тÿрех пăрахмасть.

Вăрçăран таврăннă Порфирий Михайловпа пĕр çемье çавăраççĕ. Хăйĕнчен сакăр çул аслă çынпа пĕр-пĕрне ăнланса, юратса пурăнаççĕ. Тăватă ача çуратса ÿстереççĕ вĕсем. Пĕр ывăлпа виçĕ хĕре ура çине тăратнă. Шел, ывăлĕ вăхăтсăрах çĕре кĕрет. Мăшăрĕ пилĕк ачапа пĕчченех тăрса юлать. Мария Терентьевна кинĕн шăпи çапла килнишĕн питĕ хурланать. Çав-çавах вĕсем пĕрле ачасене çитĕнтернĕ. Нихăçан та пĕр-пĕрне кÿрентерсе курман. Ачисене тĕрĕс çул çине тăратассишĕн ырми-канми тăрăшнă. Ватăна та халĕ пулăшса пăхса пурăнать.

М.Михайлован аслă хĕрĕ Галя Мурманск хулинче пурăнать. Амăшĕ патне час-часах килсе тăрать. Паянхи кун вăл та пенси çине тухнă ĕнтĕ. 20 çул Мурманск облаçĕнче çар госпиталĕнче ĕçленĕ. Галя тĕрлесе ÿкерчĕксем тума юратать. Алăран тĕрĕ çиппине ямасть вăл.

Тепĕр хĕрĕ Альбина аякра библиотекарьте ĕçлет. Люба Севастопольте пурăнать. Мария Михайлован пĕтĕм ачи, мăнукĕсем те тĕрлĕ çĕре саланнă. Анчах тăван амăшĕ пирки манса каймаççĕ. Пушă вăхăт тупăнсанах çывăх çынни патне килсе çÿреççĕ.

1979 çулта мăшăрĕ Порфирий Михайлович çĕре кĕнĕ. Вăрçăри хастарлăхшăн медальсем те чылай панă ăна. Кĕçĕн лейтенант пулнă вăл. Халĕ Мария Терентьевна хушăран унăн медалĕсемпе сăн ÿкерчĕкĕсене пăхса иртнине аса илет.

Калаçу вăхăтĕнче вăл кинне ырласа та мухтаса кăна ларчĕ. Куççуль витĕр ăна питĕ шелленине пытараймарĕ. Кинĕ пулăшнишĕн, ăна пăрахманнишĕн чунтан савăнать вăл. Ватăн тăхăр мăнук тата икĕ кĕçĕн мăнук. Ачисемпе мăнукĕсем ăна хавхалану хушаççĕ, пурнăçпа киленсе те савăнса пурăнма вăй-хал параççĕ.

Анжелика

СИЛИВЕСТРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика