23 июля 2011 г.
Ирхи шуçăмпа вăранаççĕ Кармал Тенире пурăнакан Надежда Романовнăпа Юрий Арсентьевич Хрисанфовсем. Кил хуçи арçынĕ виçĕ сехет иртсенех куçне уçать-ха, хыççăн тÿрех ĕçе васкать. Мăшăрĕ те килти выльăх-чĕрлĕхе пуçтарсанах упăшкине пулăшма чупать.
Ир тăракан тутă пулнă
Хрисанфовсем çамрăклăх çулĕсене тăван колхозра ирттернĕ. Надежда Романовнăн амăшĕ те фермăра ĕçленĕ, сурăхсем пăхнă. Пĕчĕк хĕрача ачаранах ферма сукмакне такăрлатнă. Ĕçченскер паянхи кун та уйрăм хресчен-фермер хуçалăхĕнче тимлет.
– Геннадий Петрович Соколов нумаях пулмасть пĕчĕк ферма йĕркелесе ячĕ. Ĕнисене алăпа мар, ятарлă аппаратпа сăватпăр, – фермăри ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ Надежда Романовна.
Ĕçлемесĕр, вăй хумасăр никам та килсе çăкăр памасть паллах. Çакна аванах ăнланаççĕ Хрисанфовсем. Çавăнпа та ывăнма пĕлмесĕр ырми-канми тăрăшаççĕ.
Ăнланулăх малти вырăнта
Н.Хрисанфова 1960 çулта Малти Хирлепре кун çути курнă. Тенири вăтам шкулта 8 класс вĕренсе пĕтерсен Шупашкара çул тытнă.
Çип арлакан (прядильщица) профессине алла илсен пĕр вăхăт ку ĕçрех тăрăшнă. Анчах та тĕрлĕ сăлтавсене пула çамрăкăн яла таврăнма тивнĕ.
Юрий Арсентьевич тракториста вĕреничченех техникăран уйрăлман. Ачаранах тракторпа туслашнă. Ÿссе çитсен вара хăйĕн çулĕсене тăван хуçалăхра ирттернĕ.
Хрисанфовсем 1979 çулта пĕр йăва çавăрнă. Мăшăрсем тÿрех колхозра ĕçлеме тытăннă, йывăр вăхăтра пĕр-пĕрне пулăшса пынă.
– Юрийпа ирпе ирех пĕрле ĕçе тухса утаттăмăр, киле те пĕрле килеттĕмĕр, – хавхаланса калаçрĕ Н.Хрисанфова.
Мăшăрсем пĕр çулхине Тюмень облаçне хăнана каяççĕ те тăван киле тепĕр ултă çултан çеç таврăнаççĕ.
– Ултă çул таранах ют çĕрте хăна пултăмăр. Унта та выльăхсем патĕнче ĕçлерĕм. Мăшăрăм трактор рульне алран ямарĕ. Тăван кĕтесшĕн питĕ тунсăхлаттăмăр. 1986 çулта Кармал Тение каялла килтĕмĕр, – сăмах вакларĕ Надежда Романовна.
Мăшăрсене ĕç вырăнĕ кĕтнĕ тейĕн. Вĕсем каллех хуçалăхра ĕçлеме тытăннă. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех унта тăрăшнă Хрисанфовсем.
Тĕрĕ – чун апачĕ
Надежда Романовнăпа Юрий Арсентьевич ултă ача çуратса ÿстернĕ. Кĕçĕнни Валера вун икĕ çулта çеç-ха, Тени шкулĕнче пĕлÿ илет. Аслисем вĕренсе тухса çемье çавăрнă. Хрисанфовсен халĕ пурĕ ултă мăнук. Канмалли кунсенче яла килеççĕ, пахчара тăрмашаççĕ.
Кил хуçисем тивĕçлĕ канура пулсан та нихăçан та ĕçсĕр лармаççĕ. Çулсеренех икшер ĕне усраççĕ. Килти мĕн пур ĕçе пĕрле канашласа тăваççĕ. Надежда Романовна, хăй пĕлтернĕ тăрăх, мĕн ачаранах йĕппе çип алла тытнă. Халĕ вара илемлĕ тĕрĕсенче чĕр чунсене, çут çанталăка курма пулать. Хĕрарăм ытларах хĕресле тĕрлеме кăмăллать. Пÿрте кĕрсенех темĕнле асамлă тĕнчене лекнĕнех туйăнать. Стенасем çинче рамкăласа çакнă тĕрĕсем. Пĕри тепринчен хитре, пĕри тепринчен илемлĕ.
Надежда Романовнăн тĕррисене тĕрлĕ куравсене тăратаççĕ, пысăк хак параççĕ. Вăл хăй те çынсене çак ăсталăха вĕрентме хирĕç мар.
Вера МОРОЗОВА.