23 июля 2011 г.
«Ĕç – пурнăç тыткăчи»,– теççĕ халăхра. Алă усса ларакана тÿперен никам та нимĕн те пăрахса памасть. Çакна питĕ аван тĕшмĕртет Юманлăх ялĕнче пурăнакан Радий Анатольевич Афанасьев.
– Эпир пĕртăвансем пиллĕкĕн ÿснĕ. Эпĕ вара чи асли. Пĕчĕк чухне пĕр йăвари чĕпĕсем пекехчĕ. Ÿссе çитĕнсен вара кашниех тĕрлĕ çĕре саланчĕ. Пĕр шăтăкра икĕ упа пурăнаймасть çав,– терĕ Р. Афанасьев.
Салтак тивĕçне вăл 1974–1976 çулсенче Китай чиккинче пурнăçланă. Салтак пăтти çийиччен вара Нурăсра шофер-тракторист правине алла илнĕ. Пурнăç урапи те мăшăрсăр кусаймĕ. Этемĕн те кирек хăш чĕр чун евĕрех çемье çавăрмалла, йăх-несĕле малалла тăсмалла. Радий Афанасьев та хăйне валли тивĕçлĕ мăшăр тупать. Малтанах çамрăксем Элĕкре тĕпленсе пурăнаççĕ. Радий Анатольевич пилĕк çула яхăн «Сельхозтехникăра» механикра ĕçленĕ, çирĕм пилĕк çул таранах шоферта тăрăшнă.
Афанасьевсем икĕ ывăла кун çути панă. Анчах та Радий Анатольевичпа мăшăрĕ пĕрле нумай пурăнман. Пурнăçри тата килти тĕрлĕ сăлтава пула арçын халĕ Юманлăх ялĕнче вун икĕ çул ватă амăшне пăхса пурăнать. Унăн мăшăрĕ вара район центрĕнчех тĕпленнĕ. Ывăлсем ÿссе çитнĕ ĕнтĕ. Ашшĕ патне час-часах хăнана килсе çÿреççĕ.
Радий Афанасьевăн амăшĕ сакăр вун виçĕ çулта. Ăна та пайтах тимлĕх кирлĕ. Радий Анатольевич хăйне тахçанах хусахсен шутне кĕртнĕ. Пĕччен пурнăçа арçын хăнăхнă ĕнтĕ. Киле килсен тутлă апат пĕçерекен, выльăхсене пăхакан, кĕпе-йĕм çăвакан çук – пурне те хăйĕн пурнăçламалла. Тунсăха пусарма тепĕр чух Р. Афанасьев алла черкке тытать. Анчах та вăл хăйне ытла ирĕке ямасть. Радий Анатольевичăн вара кун йĕркине пăхăнмаллах. Унсăрăн пурнăç пĕтет. Выльăхсене вăхăтра апат памалла, шăвармалла, ватă амăшне пăхмалла. Çак ĕçсене унăн пĕчченех пурнăçламалла-çке-ха. Кил хуçи арçынĕ хуçалăха çирĕп тытса тăрать, юхăнма памасть. Выльăх-чĕрлĕхне те йышлă усрать. Çуллахи вăхăтра анкартинче йăрансем çинче пĕр çум та тăратмасть ĕçченскер.
– Юлашки вăхăтра аякри хуласене ĕçлеме çÿретĕп. Кирпĕч хурассине темиçе çул каяллах хăнăхнă ĕнтĕ. Ĕçлесе илнĕ укçипе кил-çурт таврашне çĕнетнĕ çĕрте усă куратăп. Хам ĕçлеме çÿренĕ вăхăтра хуçалăха йăмăк асăрхаса тăрать,– калаçăва малалла тăсрĕ Радий Афанасьев. Çăкăр пĕçерме, тĕрлĕрен апат хатĕрлеме тахçанах хăнăхса çитнĕ Р. Афанасьев. Çапах та арçынна пурнăç тытма хĕрарăм кирлине аванах чухлать, малашлăха ĕненсе кун кунлать.
М.НИКИФОРОВА.