АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Пичче пекех салтак пуласчĕ»

23 июля 2011 г.

Аттепе аннен виçĕ ывăл эпир. Асли, Саша пичче, Тивĕшри вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн хулара пĕлÿ илчĕ. Халĕ Шупашкарта «Промтрактор» заводра электросварщикра тăватă çул тăрăшать.

Вăталăххи, Гера, механикăпа технологи техникумне япăх мар паллăсемпе вĕçленĕ хыççăн çар ретне тăчĕ. Унччен вара алла çăмăл, груз турттаракан автомашинăсемпе çÿреме ирĕк паракан права илчĕ. Çар комиссариачĕ урлă пассажирсене турттаракан автобус валли те ятарлă курссенче вĕренчĕ, праваллă пулчĕ.

Эпĕ вара çемьере кĕçĕнни. Чăваш Сурăмĕнчи вăтам шкулта çеç ăс пухатăп-ха хальлĕхе. Улттăмĕш класа куçрăм. Шкулта япăх мар ĕлкĕрсе пыратăп. Пур предмета та хаклатăп. Çирĕп сывлăхлă, тĕреклĕ пулас тесе спортпа пĕчĕклех туслашнă. Çулла тантăшсемпе велосипедпа, çуран чупассипе ăмăртатпăр пулсан, хĕлле ураран йĕлтĕр вĕçертместпĕр.

Манăн пĕр ĕмĕт пур. Ÿссен пичче пекех салтак пуласчĕ. Гера салтак тивĕçне çулталăк пурнăçланă хыççăн утă уйăхĕн пиллĕкмĕшĕнче киле таврăнчĕ. Унччен çар тумне çывăхран хаклама май килменрен пиччен çи-пуçне ытараймасăр темиçе те тăхăнса пăхрăм. Тĕрлĕ значок, паллă кăкăра чăннипех те илем кÿреççĕ.

Гера пичче Свердловск облаçĕнчи 225 мотострелковăй полкра Еланский гарнизонта служба ирттернĕ. Çанталăк Чăваш Республикинчен палăрмаллах улшăнса тăрать-мĕн унта. Нÿрĕклĕх пысăк, вăхăт та пирĕнтен икĕ сехет маларах пырать. Хĕл самай сивĕ пулнă.

– Çанталăк улшăннине организм хăвăртах туять. Çавăнпа та хăш-пĕр çамрăка чаçе çитнĕ çитмен лазарета ăсатрĕç. Чылайăшĕ температура хăпарнипе е ытти чирсене пула лекрĕç, – каласа пачĕ пичче служба çинчен.

Канашрах хăтлă та типтерлĕ çар тумĕ тăхăнтартнă вĕсене. Ултă уйăх çар вĕренĕвне алла илнĕ, çар техникине тĕпченĕ. БМП машинан водитель-механик тивĕçĕсене пурнăçланă. Çур çултан пиччене ырă тĕслĕхĕшĕн отделени командирне çирĕплетнĕ. 10 салтак шутланнă унăн аллинче. Кĕçĕн сержант, кăçалхи çĕртме уйăхĕнче сержант званийĕсене панă.

– Тăван килтен аякра чухне яланах чĕрене тунсăх пусать. Кун пек чухне кăмăла тăван чĕлхепе калаçни çĕклет, хавхалану кÿрет. Чăваш каччисем тăваттăнччĕ эпир ротăра. Çĕнушкăньрен Алексей Дмитриев, Павлушкăньрен Игорь Иванов, Кĕçĕн Тăвантан Артем Софронов пулнă. Кусем пурте Элĕк тăрăхĕнчен пулнăран çывăх тăвансем пекехчĕ. Яланах пĕрле пулма, йывăр вăхăтра пулăшма тăрăшаттăмăр пĕр-пĕрне. Алексейпа Игорь çамрăк салтаксене БМП-па çÿреме хăнăхтаратчĕç, – тусĕсем çинчен хăпартланса калаçрĕ пичче.

Чаçре чăваш офицерĕ пулнине те асăнчĕ Гера. Аякра чухне килти апат-çимĕç те тăтăшах аса килнине те пытармарĕ çывăх тăван. Çырусенче яланах анне пĕçернĕ кукăльшĕн тунсăхланине палăртатчĕ.

Шкул тапхăрĕнчех спортпа туслă пулнăран Герăшăн кун-каçа темиçе çухрăм чупасси йывăрлăх кăларса тăратман. Сăмах май каласан, атте те – Михаил Егорович – хăй вăхăтĕнче çар ретĕнче пулнă, уйрăм гвардейски батальонра служба ирттернĕ. Эпĕ те тĕреклĕ ÿсĕп. Шкула аван паллăсемпе вĕçлĕп те тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçи пулăп.

Çакна та палăртмалла, пиччесемпе чăннипех те мухтанатăп. Аллисем ылтăн вĕсен. Саша строительство вăрттăнлăхĕсене аванах чухлать пулсан, Гера пичче техникăна шĕкĕлчеме юратать. Икĕ çул каялла çĕнĕ пÿрт çĕклессипе сахал мар тимлерĕç пиччесем. Ырă тĕслĕх вĕсем маншăн.

Сергей ЕМЕЛЬЯНОВ,

Какаç ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика