АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паспорт улăштарни мĕн кăтартрĕ;

23 июля 2011 г.

СССР гражданинĕн 1974 çулхи паспортне тапхăрăн-тапхăрăн улăштарса пыни 2004 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнче вĕçленчĕ. Апла пулин те хăш-пĕрисем ку таранччен те çĕнĕ паспортсем илмен. Сăлтавĕсем тĕрлĕрен.

Пĕрремĕшĕнчен, граждансем федерацин миграци службине хăйсем килменни, иккĕмĕшĕнчен – хăш-пĕр граждансем Раççей Федерацийĕн территорийĕнчен аякка тухса кайни. Тепĕр сăлтавĕ – ку кирлĕ документа улăштарасси пирки «Маншăн пулсан хуткупăс», – тесе шухăшлани.Тĕне ĕненнипе СССР паспортне Раççей гражданинĕн паспорчĕпе улăштарма килĕшменнисем те пур. Вĕсем çĕнĕ паспортра «666» цифра пуррипе кăмăлсăр.

Çакна ăнлантаратăп: РФ гражданинĕн паспорчĕн бланкине Раççей Федерацийĕн 1997 çулхи июлĕн 8-мĕшĕнчи Положенийĕпе çирĕплетнĕ. Унта паспорт бланкĕн тĕслĕхне, документ мĕнлереххине çырса кăтартнă, харпăр хăйĕн кодне те кĕртнĕ. Паспортăн 20 страницинчен 14-шне эрешлесе номерленĕ. Ку эрешсенче «666» цифра çук.

Федерацин миграци службин Чăваш Республикинчи управленийĕ граждансене 1974 çулхи паспорта ăнлануллă та пуçаруллă пулса Раççей Федерацийĕн гражданинĕн паспорчĕпе вăраха ямасăр улăштарма ыйтать. Çĕнĕ паспорта вăхăтра илме ĕлкĕрейменнисене пирĕн служба яланах хапăл туса йышăнать, тĕрлĕрен ыйтусене ăнлантарса парать. Раççей Федерацийĕн паспортне административлă явап тыттармасăрах улăштарса паратпăр.

А.ВАСИЛЬЕВ,

РФ миграци службин районти

уйрăмĕн начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика