АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пыйтă çыртать – чир ертет

23 июля 2011 г.

Пыйтă урлă чума тата йĕке хÿре тифĕ сарăлма пултарать. 12-14 ĕмĕрсенче, сăмахран, Европа хулисенчи халăхăн 80 проценчĕ чумапа чирлесе вилнĕ. Тĕнчере çак амакăн тымарне тĕппипех кăкласа пĕтереймен. Йĕке хÿре урлă куçакан чире пула та çынсем çут тĕнчерен уйрăлаççĕ.

Пĕлтĕр Чăваш Республикинче педикулезпа чирлĕ 476 çынна шута илнĕ. Пыйтă ытларах чухне таса марлăхра аталанать, унтан теприне ерет. Ăна мĕнле пĕтермелле-ши; Çакăн тавра ЧР гигиенăпа эпидемиологи центрĕн врачĕпе Диана Григорьевăпа калаçрăмăр.

– Пыйтă – вĕтĕ тата çунатсăр хурт-кăпшанкă. Вăл тĕкре, çÿçре, çи-пуç хуçлăкĕнче, кайăк е чĕр чун йăвинче вырăн тупать. Кушак, йытă, йĕке хÿре, шăши, этем пыйти уйрăмах анлă сарăлнă. Ама 3-15 çăмарта таран хывать. 10-30 кунран пыйтă çăмартаран тухса хăй тĕллĕн пурăнма пуçлать. Килте, сăмахран, урай çунă хыççăн нÿрĕк витĕмĕпе пыйтă ÿсет.

Пыйтă юн ĕммесĕр темиçе уйăх пурăнма пултарать. Унăн ĕмĕрĕ 3 уйăхран пуçласа çулталăк çурă таранччен тăсăлать. Вилĕ организм ÿчĕ çинчен пыйтă 1-4 сехет хушшинче тарать, хăтлă урăх вырăн шырама пуçлать.

Кушак пыйтти, тĕслĕхрен, кавир çинче те пурăнать. Куçа курăнманскер вăтăр сантиметр таран сикет. Вăл çынна та çыртать. Çавна пула аллерги, дерматит пуçланас хăрушлăх пур.

– Пыйтăпа кĕрешме ятарлă шампунь е порошок пур-и;

– Урай çунă чухне шыва супăнь е кĕпе-йĕм çумалли порошок хушмалла. Килти чĕр чуна зоошампуньпе е инсектицидлă супăньпе çуни пыйтă ересрен сыхлать. Пыйтă иленнĕ пÿлĕме кашни 2 эрнере 2-3 хутчен инсектицидсемпе, пиретроидсемпе тасатмалла. «Дельтаметрин», «Пермитрин», «Циперметрин», «Ламбда-цигалотрин», «Пропоксур» ятлисем уйăрмах хăватлă. Аэрозольпе те усă курма пулать, анчах унăн витĕм пĕчĕкрех.

Этем пыйтине пĕтерме педикулицидлă препаратсем пулăшаççĕ. Вĕсем – «Медифокс», «Ниттифор», «Веда». Унсăр пуçне кĕпе-йĕме вĕретни, вĕри утюгпа якатни ытлашши пулмĕ.

Инсектицидлă мăй çыххи те йытта пыйтă ересрен сыхлать. Чĕр чун валли ятарлă эмел те пур. Вăл организма лекни юнпа тăранакана вĕлерет. Этемĕн репеллентлă препаратсемпе усă курма май пур. Çакă пÿлĕмри пыйтă çыртасран сыхланма пулăшĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика