23 июля 2011 г.
Район прокуратури Элĕк ял тăрăхĕн депутатсен Пухăвĕн «Ял тăрăхне кĕрекен ялсен чиккинчи вырăнти пĕлтерĕшлĕ автомобиль çулĕсен çул хĕрринчи тăрăхĕсен правилисене туса хурасси тата çирĕплетесси çинчен» решенине тишкернĕ.Право проектĕнче ку чухнехи законодательствăна тивĕçтермен хăш-пĕр нормăсем пур. Саккунăн 26-мĕш статйипе килĕшÿллĕн автомобиль çулĕсен тăрăхĕсене ялсен чиккинчисем валли мар, автомобиль çулĕсем валли вырнаçтараççĕ.
Раççей Федерацийĕн Çĕр Кодексĕн 90-мĕш статйи транспорт çĕрĕпе усă курмалли право режимне палăртать. Ку категорири промышленность тата ытти социаллă пĕлтерĕшлĕ çĕрсем, çав вăхăтрах ялсен çĕрĕсем те, кодексăн 7-мĕш статйипе килĕшÿллĕн, çĕрсен ирĕклĕ категорийĕ шутне кĕреççĕ.
Çавна май нормативлă право акчĕн правилисен проекчĕн 1-мĕш пункчĕпе килĕшÿллĕн ялсен чиккинчи вырăнти пĕлтерĕшлĕ автомобиль çулĕсен хĕрринчи тăрăхĕсене вырнаçтарас тата усă курас йĕркене палăртаççĕ.
Правилăсен проекчĕн 18-мĕш пункчĕпе килĕшÿллĕн Элĕк ял администрацийĕн компетенци виçипе çĕрпе усă куракансем Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин саккунĕсене, нормативлă право акчĕсене, стандартсен правилисене, техника нормисене пăхăннине контроллеме, çав тĕллевпе çулсем хĕрринчи тăрăхсенче вырнаçнă çĕр участокĕсемпе объектсене кайса çÿреме право пур.
2003 çулхи ФЗ-131-мĕш номерлĕ «Вырăнти самоуправлени организацийĕн пĕтĕмĕшле принципĕсем çинчен» федераллă саккунĕнче çапла палăртнă:
«Раççей Федерацийĕн вырăнти самоуправленийĕ – халăха хăйĕн влаçлĕ тумалли меслет, Раççей Федерацийĕн Конституцийĕпе, федераллă саккунсемпе палăртнипе виçеллĕ, ирĕклĕ, çав хушăрах çынсен яваплă решенийĕпе, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем урлă çынсен ыйтăвĕсене шута илсе, вырăнти историллĕ йăла-йĕркесене тĕпе хурса, вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусемпе тивĕçтерет».
Ял тăрăхĕн вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусен переченьне федераллă саккунăн 14-мĕш статйинче палăртнă. Вырăнти самоуправлени органĕсем, вĕсен должноçри çыннисем хăйсен ĕçне саккунта палăртнă йĕркепе пурнăçлаççĕ.
Асăннă саккунăн 18-мĕш статйипе килĕшÿллĕн вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусен переченьне вырăнти самоуправлени органĕсем çине хăш сферăра та пулин хушма полномочисем хурассипе отрасльти законодательнăй актсене йышăннине анлăлатма май çук. Муниципалитет пĕрлешÿсене çирĕплетнĕ пур полномочисем те вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусен «чиккинчен» тухма пултараймаççĕ.
Саккунăн 19-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн федераллă саккунсемпе, Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен саккунĕсемпе палăртнă вырăнти самоуправлени органĕсен полномочийĕсем, саккунпа вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусен шутне кĕртмен пулсан, уйрăм патшалăх полномочийĕсем пулаççĕ. Вĕсене пурнăçлама вырăнти самоуправлени органĕсене параççĕ.
Ку саккунтах вырăнти самоуправлени органĕн полномочине ял тăрăхĕнче çĕрпе мĕнле усă курнине тĕрĕслемеллисен шутне кĕртнĕ. Апла пулсан, вырăнти самоуправлени органĕсем ытти ыйтусемпе муниципаллă контроль тумалли полномочипе усă курмаççĕ. Çавна май «в» пункт та законодательствăпа килĕшсе тăмасть.
РФ правительствин 2010 çулхи февральти «Нормативлă право акчĕсен тата нормативлă право акчĕсен проекчĕсен коррупцие хирĕçле экспертизи çинчен» постановленийĕпе килĕшÿллĕ нормативлă право актне компетенцие ирттерсе йышăнни – патшалăх влаçĕн е вырăнти самоуправлени органĕсем (вĕсен должноçри çыннисем) компетенцие пăхăнманни, нормативлă право актне йышăннă чухне коррупциогенлă фактор шутланать. Çавăнпа та законодательствăпа килĕшсе тăман, вырăнти самоуправлени органĕн компетенцине кĕмен положенисене нормативлă право актĕнчен кăлармалла. 18-мĕш пунктăн «б», «в», «г» подпункчĕсем шăпах коррупци сĕмĕсем пулма условисем туса параççĕ. Унта çулсем хĕрринчи тăрăхсене объектсем вырнаçтарасси пирки килĕшÿ правине çирĕплетнĕ.
Решени проекчĕ çĕр законодательствипе, çул-йĕр ĕçĕ-хĕлĕн йĕркипе килĕшсе тăмасть, коррупциогенлă паллăсем пур. Вырăнти хирĕçлÿсене тупса палăртнă. Йышăну содержанийĕпе юридици техникин правилисене тивĕçтермест.
Фаина ЛАЗАРЕВА,
район прокурорĕн çумĕ.