27 июля 2011 г.
Крымсарайкка ял тăрăхĕнчи ку ял ыттисенчен аяккарах вырнаçнă. Аслă çул хĕрринчен инçех мар курăнмалла вырăнта «Лобашкино» тесе çырни хăй патне туртнăнах туйăнать. Асфальтлă çулĕ те çавăнталлах пăрăнать пулсан мĕншĕн кĕрес мар-ха унта;
Ял çывăхнерех пырсан вара ума хăрах енлĕ урамсем тухса тăчĕç. Вĕсене самаях пысăк çырма уйăрса тăрать. Çурчĕсем пĕрин хыççăн тепри анаталла майлă вырнаçнă. Ял ятне унăн географилле вырăнне – рельефа шута илсе панă та ĕнтĕ.
Тăван кĕтес хаклă тенешкел ял çыннисем çырмана пăхсах тăнă. Ăна ишĕлме паман, тĕрлĕ йывăçсем лартса эрози çулне пÿлнĕ. Çапла çирĕпленсех пынă çырма. Ун тăршшĕпе халĕ вăрман ешерет тейĕн. Йывăçсен хÿтлĕхĕнче çап-çутă пĕвесем йăлтăртатаççĕ. Вĕсем умлă-хыçлах, тăваттă. Пăхса тăмасан-и – кусем япăхасси паллах.
– Пĕлтĕрхи шăрăх çанталăкра пĕвесем типсе ларнăпа пĕрехчĕ. Иккĕшне çĕнетессипе çине тăчĕ ял-йыш. Алă вăйĕпе ĕçлесе пăхрăмăр, техникăпа та. Халăхран укçа пухрăмăр. Спонсорсем те пулчĕç. Александр Давыдовпа Сергей Васильев 11 пин тенкĕ уйăрса пачĕç. Пĕтĕмпе 29 пин тенкĕлĕх ĕç турăмăр, – терĕ старостăра ĕçленĕ Анатолий Давыдов.
Чылай çĕрти пекех Лупашка ялĕнче çăлсем килĕренех. Хăшĕ-пĕрисен икшер те вĕсем. Пĕлтĕр вара 10-12 çăла çĕнетнĕ. Çăл куçлă вырăнта икĕ çăл юхăнсах кайнă пулнă. Вĕсене те тĕпренех юсани çинчен пĕлтерчĕ ялшăн тăрăшакан Анатолий Сафронович. Çĕнетнĕ çăлсенчен вара ял çыннисем шыва мотоблоксемпех турттарнă.
Хăрах енлĕ Ленин тата Николаев ячĕллĕ урамсене анат вĕçĕнче пĕве пуçĕпе хывнă çул сыпăнтарса тăрать. Тепĕр пĕчĕк урам та пур ялта. Ку çамрăксен ячĕпе хисепленет. Вăл вара ултă киле пĕрлештерет.
Ял çыннисем «Родина» хуçалăх ĕçĕсене активлă хутшăнса ĕçленĕ. Ял хуçалăх предприятийĕ юхăнса арканнă хыççăн ĕçсĕр юлнă. Çавна май вăйпитти арçынсем ытларах аякри шапашкăна иленнĕ. Чылайăшĕн вара килти хуçалăх тупăшĕпех саплашăнма тивет. Анчах та ялта выльăхсен шучĕ хушăнса мар, чакса пырать. Иртнĕ çулсенче виçĕ касура 60 ĕне ытла шутланнă пулсан, халĕ вара пĕр касу кăна уя тухать. Выльăхсен шучĕ те вăтăртан нумаях иртмест. Çакă ял ватăлни çинчен каламасть-и; Хăш-пĕр кил-хуçалăхсем дача вырăнне кăна юлни те вăрттăнлăх мар.
Ял урамĕпе кĕреçесем çĕкленĕ çынсем иртрĕç. Кусем пай çĕрĕсене илни çинчен хыпарларĕç. Çав лаптăксенче тырă-пулă, выльăх апачлĕх культурăсем туса илеççĕ. Нина Архипова нушине те ăнланмалла ĕнтĕ. «Икĕ ачана пăхса ÿстерсе аякка «вĕçтертĕм». Халĕ ватăсене пăхатăп. Çав вăхăтрах çĕр пайĕ çинче те ĕçлетĕп», – терĕ вăйпитти хĕрарăм.
Лупашка ялне çамрăккисен шутне кĕртеймĕн. Çамрăк çемьесене илсен-и – пÿрне çине хурса шутламалăх та çук вĕсем. Кусем пирки сăмах пуçарсан Егоровсене, Даниловсене асăнчĕ ял старости пулнăскер. Юлашки вăхăтра миçе ача çуралнине те татса калаймарĕ вăл. Çав хушăрах пурнăçран уйрăлнисен шучĕ чылаях.
Кăçал ялта икĕ туй кĕрлени вара ял çыннисемшĕн савăнăç пулнă. Ăнсăртран тенĕ пек-и ял урамĕнче мечĕкпе вылякан арçын ача курăнчĕ. «Эпĕ улттăра, кăçал шкула каятăп», – терĕ пĕчĕк Кирилл.
54 килте 120 çын пурăнни паллă. Йыш çулленех чакать иккен. Виçĕ çул каялла Лупашка 235 çул тултарнă ятпа ял уявне ирттернĕ.
Т. ПЕТРОВА.