27 июля 2011 г.
Чăваш Республикинчи патшалăх статистикин кăтартăвĕсемпе кăçалхи январь-июнь уйăхĕсенче районти организацисенче суту-илÿри ваккăн сутмалли тавар çаврăнăшĕ, пĕчĕк предпринимательство субъекчĕсене кĕменнисĕр пуçне, 201,8 миллион тенкĕпе танлашнă. Çакă, хаксемпе шутласан, пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен 9,9 процент пысăкрах.
Обществăлла апатлану предприятийĕсен çаврăнăшĕ, пĕчĕк предпринимательство субъекчĕсĕр пуçне, 14,6 процент пĕчĕкленнĕ те 18,4 миллион тенкĕпе танлашнă.
Организацисем халăха тÿлевлĕ пулăшу панин калăпăшĕ – 39,2 миллион тенкĕ. Кăтарту пĕлтĕрхи çав тапхăртипе танлаштарсан 8,8 процент ытларах.