27 июля 2011 г.
Эх, мĕн кăна тумалла мар-ши ял çыннин; Çу кунĕсенче пушшех те канăç çук. Куçне уçнипе пĕрлех ĕçе тытăнать вăл. Паллах, васкасах выльăх картине тухать. Кунта тирпейлет те ĕнине сăвать кил хуçи хĕрарăмĕ. Хыççăн выльăх-чĕрлĕхне касăва ăсатать. Сад-пахчана тухсан сахал-и тата тимлемелли; Ĕлкĕр кăна.
– Ÿркенмесен пур ĕçе те вăхăтра пурнăçлама пулать. Йышпа тимлени вара çăмăллăх кÿрет. Ывăлпа кин, мăнуксем пĕрле ĕçлетпĕр те канма вăхăчĕ те юлать, – тет Зоя Григорьева.
Вăл Изванка ялĕнчи ятлă-сумлă хĕр арăмсенчен пĕри. Килĕшÿллĕ пурнăç килти кашни çынран килнине асра тытать вăл. «Кин ырри хунямара, хуняма лайăххи вара кинре» теме юратать час-часах. Ку сăмахсем çемье девизĕ вырăннех ĕнтĕ. Пĕр-пĕрне ăшă куçпа пăхса пурăннине мĕн çиттĕр; Килĕшÿре ăнăçу, çĕкленÿ те вĕт, канма, савăнма та кăмăл пулать.
Зоя Григорьевна, акă, ял праçникне кăçал та хаваспах хутшăннă. Ку мероприятире активлăх та кăтартнă. Ял старости Георгий Аввакумов сăра тăвакансен конкурсне хутшăнма ыйтсан хирĕçлесе тăман Зоя Григорьевна, тимлесех ĕçе пикеннĕ. Тăрăшсах вĕретнĕ вăл ял-йыш валли сăрана. Ку ĕçĕн технологине пĕлсе пурнăçлани вара ăнăçу кÿнĕ. Техĕмлĕ те кăпăклă сăра тунă Зоя Григорьева, çавăншăн парнене тивĕçнĕ.
Вăрнар районĕнчи Авăрçырми хĕрĕ йышлă çемьере ÿснĕ. Ултă хĕрпе пĕр ывăл ăмăртмалла тенĕ пек çитĕннĕ. Ывăлĕ çине, паллах, шанăçĕ ытларах.
– Кил-хуçалăха тытакан, йăха малалла тăсакан пур-ха пирĕн, – тенĕ ашшĕпе амăшĕ.
Анчах шаннă кайăк яланах йăвара пулмасть çав. Петьăн ĕмĕрĕ вун çичĕ çула çитсен сарăмсăр татăлнă. Хĕрсемпех пурнăç тытать çемье. Зоя – аслăраххи. «Сана вĕренсе çитет, çемье тăрантармалла», – тенĕ ăна çывăх çыннисем. Çапла çичĕ класс пĕтернĕ хĕр ача конюха вырнаçать. Тăрăшулăхне кура кĕçех фермăна куçараççĕ ăна. Выльăх-чĕрлĕхе лайăх пăхса усраса мухтава та тивĕçет хĕр.
Пенькозаводри (Дубовски поселокĕ) сÿс-кантăр заводне иртнĕ ĕмĕрĕн 50-60-мĕш çулĕсенче яшсемпе хĕрсем ăçтан кăна пухăнман-ши; Авăрçырми хĕрне Зойăна та шăпи çавăнта çитернĕ. Сÿс продукцине хатĕрленĕ çĕрте ĕçе чыслăн пурнăçласа пырать вăл. Ĕçчен те хитре хĕре кам асăрхамĕ; Изванка каччи Иван Григорьев куçран вĕçертмен ăна. Часах Зойăна, кÿршĕ район хĕрне, Сарпăлата пысăк туйпах илсе килнĕ. Йышлă çемьене лекет çĕнĕ çын, хĕр-пултăрсем темиçен те пулнă. Вĕсемпе вара кин пĕр чĕлхе тупать.
– Хуняма маншăн тăван анне пекех пулчĕ. Эпир унпа пĕр-пĕрне сивĕ сăмах каласа курман, – тет кăмăллă хĕрарăм.
Зоя Григорьевна мăшăрĕпе виçĕ ача – икĕ ывăлпа пĕр хĕр çуратнă. Вĕсене пăхса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларассишĕн ытларах хăйĕнех тимлеме тивнĕ. Халĕ вара ачисемпе, мăнукĕсемпе савăнса кăна пурăнать.
Зоя Григорьева качча килсенех фермăра ĕçлеме пуçланă та пĕр кун та ахаль пурăнман тейĕн. Обществăлла выльăх-чĕрлĕхе пăхнă çĕрте тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн, вăй-хала шеллемесĕр тимленĕшĕн ăна Ĕç Мухтавĕн орденне парса чыс тунă.
Г.СВЕТЛОВА.